26 мая 2017 г.
Майăн 23-мĕшĕнче Шурут ял тăрăхĕнче профилактика рейчĕ иртнĕ. Оперативлă профилактика мероприятине çул çитмен çамрăксемпе çыхăннă преступленисене чакарас, ăнăçсăр çемьесене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Малтанах ĕçлĕ ушкăн Шурутри вăтам шкулта пулнă Унта вĕсем 5-11-мĕш классенче вĕренекен çамрăксемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ. Каярах специалистсем ял тăрăхĕнчи ăнăçсăр çемьесене çитсе курнă. Паянхи кун кунта çавăн евĕр 7 çемьере 15 ача çитĕнет.
Палăртмалла, кăçалхи февраль - май уйăхĕсенче профилактика калаçă-вĕсем районти кашни ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ.
Р.ЖУКОВА
Источник: "Каçал Ен"