Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ветеран

16 мая 2017 г.

Тăван еншĕн, халăх ырлăхĕшĕн нумай çул тỹрĕ кăмăлпа, ырми-канми ĕçленипе ял-йыш умĕнче хисепе тивĕçнĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем пирки яланах ăшшăн, ырăпа каласа парас килет. Йỹç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Елизар Алексеевич Шмелев - шăпах маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕри. Паянхи кун вăл çиччĕмĕш теçеткере пырать пулин те, пурнăç çулĕпе çирĕп вăй-халпа утать. Кил картишĕнче тăрăшать, ачисемпе мăнукĕсене пулăшать.

Елизар Алексеевич - йĕрке хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ. Асăннă ĕçре вăл 26 çул тăрăшнă.

- 1955 çулта Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайне ĕçлеме килнине паянхи пек астăватăп. Çамрăк çынна участковăй пулма шанчĕç. Кăшт ĕçленĕ хыççăн мана Чулхулари милици академине вĕренме ячĕç. Икĕ çул пĕлĕве ỹстертĕм, - каласа парать ветеран.

Пĕлĕвне тарăнлатнă хыççăн Елизар Шмелева Улатăрти ĕçлесе юсанмалли колоние ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл оперуполномоченнăйра тăрăшать. Каярах вара Йỹç Шăхаль каччи тăван ене таврăнать. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн участковăйĕнче тимлет. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн Елизар Алексеевича пĕрре кăна мар Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Унпа пĕрлех 10, 15, 20 çул службăра тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн панă медальсем те çемье архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ.

Шмелевсем, Елизар Алексеевичпа Нина Фоминична, икĕ хĕрпе пĕр ывăла тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Хисеплĕ мăшăр паян ывăлĕн çемйипе пурăнать.

М.ФРОЛОВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика