28 апреля 2017 г.
Пирĕн чи çывăх çынсем - аттепе анне - мăшăрланса пурнăç сукмакĕпе утма пуçланăранпа майăн 1-мĕшĕнче 55 çул çитет. Пурнăçăн çăмăл мар çулĕпе утнă майăн, вĕсем паянхи кун та пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса, шăкăл-шăкăл калаçса кунĕсене ирттереççĕ.
Атте, Николай Сергеевич Федоров, 1935 çулта Йỹç Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Вăрçă çулĕсене лекнĕскерĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Ашшĕ пурнăçран ир уйрăлнă, амăшĕ ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă. Николай мал ĕмĕтлĕ çамрăк пулнă. Йывăр пулсассăн та вĕренес ĕмĕтпе пурăннă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн учитель профессине алла илнĕ. Нумай çул Йỹç Шăхаль шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Коллективра профком председателĕнче тăрăшнă. Çак ĕçре тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, ачасене тарăн пĕлỹ тата воспитани панăшăн Николай Сергеевича пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă.
Кил хуçалăхĕнче, паллах, аттен алли туйăнать: пỹрчĕ-çурчĕ, хуралтисем çирĕп, юсаса çĕнетсех тăрать. Кил картинче тăрăшнисĕр пуçне атте çуллахи вăхăтра пулла кайма юратать. Вăйĕ çитнĕ таран пире те яланах пулăшать. Сакăр теçетке çул хыçа хăварнă пулин те, атте хăйĕн кивелме пĕлмен "Урал" мотоциклĕпе çула тухать. Кỹршĕ ялти мăнукĕсем патне, пулла çỹреме, аннене хăнана илсе кайма хăйĕн "хурçă утне" кỹлме пĕрре те ỹркенмест. Пĕр-пĕр çамрăк водительтен те ирттерет вăл.
Анне, Раиса Аверкиевна, 1937 çулта Юнтапа ялĕнче кун çути курнă. Хĕр çамрăклах колхозра ĕçе кỹлĕннĕ. Сысна ферминче чылай çул ĕçленĕ. Бригадăн хастар ĕçченĕ пулнă вăл. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл фермăра дояркăра, каярах пăрусем пăхнă çĕрте тăрăшнă. Фермăра пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунăран, анне миçе пин тонна выльăх апачĕ, шыв йăтман-ши? Ăна маттур ĕçчен хăй те шутласа кăлараймасть пуль. Канмалли кунсемсĕр, асар-писер çанталăкра та çын çывăрса тăриччен анне ĕçе тухса утнă. Кашни кун ĕçе васканисĕр пуçне аттепе анне килти хуçалăха тытса пыма та, ачисене шкула пуçтарса яма та вăй çитернĕ. Мĕнлерех хăвăртлăхпа ĕçленĕ-ши анне? Ăна пĕр хăй çеç пĕлет. Маттур та тăрăшуллăскере Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă. Вăл пĕрре çеç мар республикăра малта пыракан выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсен слечĕсене хутшăннă. Ăна ял Совечĕн депутатне те суйланă.
Анне пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Мĕн пĕчĕкренех вăл пире ĕçе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, тирпейлĕхе, алă ĕçĕсем тума хăнăхтарнă. Чĕнтĕр çыхма, тĕрлеме юратаканскер çак ăсталăха пире те вĕрентнĕ. Хăй те паян çулĕсене пă-хмасăрах пире алса-нуски çыхса парать. Сакăр теçетке çулĕпе утать тесе калаймастăн аннене. Кил-çуртра яланах тирпейлĕ те хăтлă, кашни япала хăй вырă-нĕнче упранать. Хуçалăхри ĕçсене аттепе анне яланах пĕрле пурнăçлаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсене те ĕçе явăçтараççĕ. Вĕсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса хăйсен çунатти айĕнче вĕçтерсе кăларнă пулин те, паянхи кун та пире пулăшма, сĕнỹ-канаш пама вăхăт тупаççĕ. Тăватă хĕрĕ те пурнăç çулĕ çине çирĕп пуснă: тивĕçлĕ професси илнĕ, çемьеленнĕ. Галина Шупашкарта пурăнать, Валентина Комсомольскинче тĕпленнĕ, Фаина Шурут-Нурăс ялĕнче кун кунлать, эпĕ вара тăван яла чунтан юрататăп, çавăнпа та ют çĕре кайма шутламан, Йỹç Шăхаль ялĕнчех тĕплентĕм. Аппасемпе йăмăксем инçерех пурăнсан та тăтăшах тăван ене килсех çỹреççĕ. Аттепе анне 7 мăнукĕпе тата вĕсен 3 ачипе чунтан савăнаççĕ. Хамăр та 50 çул урлă каçса кукамай пулнă, апла пулин те çумра аттепе анне пурришĕн чунтанах савăнатпăр. Хамăра тĕнчере чи телейлĕ çынсем тесе шутлатпăр. Хаклă çыннăмăрсем, çуратса ỹстернĕшĕн, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, ачасене ура çине тăратма пулăшнăшăн сире чĕререн тав тăватпăр. Çĕре çити тайма пуç сире, аттепе анне. Хăш чух кỹрентернĕшĕн, пур шанăçа та тỹрре кăларманшăн, час-часах сирĕн пата çитейменшĕн чунтан каçару ыйтатпăр.
Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр вĕçĕчченех парăмра. Малашне те пире савăнтарса пурăнма Турă сывлăх патăр сире.
Эсир пурри - телей, атте-анне!
Чун хавалне çĕклетĕр пирĕнне!
Çуратнăшăн, юратнăшăн тавах,
Сире пилетĕр Турă яланах.
И.АЛЕКСЕЕВА
Источник: "Каçал Ен"