Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе

25 апреля 2017 г.

Чăваш Республикинче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Районта та марафон тахçанах пуçланнă ĕнтĕ. Унăн тĕллевĕ - ачалăха хỹтĕлесси, сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнисене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ырă кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси. Вăл пин-пин çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать.

Марафон хăйĕн пĕлтерĕшне çулсерен ỹстерет çеç мар, ырă ĕç тăвакансен йышĕ те çулленех ỹсет. Организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, влаç органĕсен ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкулсемпе ача сачĕсем пурте ыр кăмăллăх пỹлмине тултарма тỹпе хываççĕ.

Хальлĕхе районта пурăнакансем ачасене тивĕçлĕ пулăшу пама 452 пин те 803 тенкĕ хывнă. Çакă районсем хушшинче чи лайăх кăтарту. 2016 çулта та пирĕн районта пурăнакансем ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне чи нумай укçа хывакансенчен пĕрисем пулнă. Кăçал та ырă кăмăллă та маттур çынсен йышĕ пысăк пуласса шанатпăр. Тĕслĕхрен, ыттисемпе танах "Каçал ен" хаçат ĕçченĕсем "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон пухмачне укçа-тенкĕ куçарма та ĕлкĕрнĕ. Эсир, хисеплĕ вулакансем, хăвăрăн тỹпене хывма манман-и?

Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывни мар, çул çитмен ачасен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшши хĕрхенменни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та марафона укçа-тенкĕ хывма ан манăр, ырă туни ырăпа таврăнать.

Реквизитсем: Получатель: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд".

ИНН 2128005408, КПП213001001

Расчетный счет 40703810075220160067 В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары.

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика