26 августа 2016 г.
Августăн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче медицина ĕçченĕсен династийĕсене чысланă. Мероприятие Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри сывлăх учрежденийĕсенче 160 ытла династи ĕçлет. "Вĕсен хушшинче врачсем те, медсестрасем те, медицина учрежденийĕсен ертỹçисем те, министерство ĕçченĕсем те пур. Пурте республикăри сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕшĕн, халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми вăй хураççĕ", - палăртнă Алла Самойлова министр.
Медицина ĕçченĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламланă. "Врач профессийĕ çăмăл мар. Эсир çынсен пурнăçĕшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн яваплă. Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕн çулне суйласа илни питĕ пархатарлă. Пĕр-пĕринчен вĕренсе, тĕслĕх илсе медицина аталанăвне витĕм кỹретĕр. Наци сывлăхĕ сирĕн ĕçĕртен, эсир хăвăр ĕçĕре юратса тунинчен нумай килет", - тенĕ вăл сывлăх сыхлавĕ патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ отраслĕсенчен пĕри пулнине палăртса.
Сцена çине республикăри чи пултаруллă та ĕçчен 20 çемье тухнă. Вĕсен кашнин шăпи, биографийĕ хăйне евĕрлĕ.
Акă, Комсомольски районĕнчен çак чыслава Максимовсем хутшăннă. Династи пуçĕ - районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ В.В. Максимов. Владислав Викторовичăн икĕ пĕртăванĕ те тухтăр ĕçне юратса суйланă, Гиппократ тупине тунă. Унăн Эдуард ывăлĕ те хирург специальноçнех алла илнĕ, ашшĕпе пĕрле ĕçлет. Ашшĕпе ывăлне районта пĕлмен çын çук та пуль, мĕншĕн тесен пысăк опытлă хирургсем нумай çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Эдуардăн мăшăрĕ Галина та пурнăçне сумлă ĕçе халалланă. Династи йышĕнчи вунă çыннăн пĕрлехи ĕç стажĕ 298 çулпа танлашать.
Л.ГЕОРГИЕВА
Источник: "Каçал Ен"