Театр — мĕн чухлĕ асамлăх санра? Кунта артистсемпе пĕрле савăнатăн, кулатăн, куççулленетĕн.
Районти В.Х.Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ хăйĕн ырă, сумлă ятне çухатман, аталанса çеç пырать. Вăл, унчченхи пекех, куракансене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарма тăрăшать. Çав вăхăтрах вара хăйсем тухăçлă ĕçленипе çеç мар, ыттисене те пулăшса пыраççĕ, çĕннине вĕрентеççĕ.
Пĕлтĕр халăх театрĕ çумĕнче ачасен «Спутник» театрĕ уçăлни те хăйне кура пысăк пулăм. Çамрăксене мĕн пĕчĕкрен çак ăсталăха вĕрентни аван. Тен, хăшĕ-пĕри малашне артист профессине суйласа илĕ, пултарулăхĕпе савăнтарĕ. Халăх театрĕн режиссерĕ Лариса Носова ачасене çак ĕçе явăçтарас тесе чылай тăрăшать. Шкулсенче вĕренекен пултаруллă ачасене суйласа илсе пьесăсем лартма пикеннĕ те ĕнтĕ вăл. Вĕсем пĕлтĕр пуçласа республикăри «Мельпомена асамĕ» ача-пăча фестивальне хутшăннă. «Спутник» театр В.Фленован «Сказка о потерянном времени» пьесипе сцена çине тухнă. Тăрăшни сая кайман, вĕсем «Спектаклĕн чи лайăх сценографийĕ» номинацире палăрнă. Никита Чукмарев «Чи лайăх роль» номинацире 2 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
— Вĕсен çитĕнĕвĕшĕн чунтан савăнатăп. Çакă ĕçлеме хавхалантарать. Ачасем те малашне рольсене тата тăрăшарах вылясса, театра юратакансем нумай-нумай спектакль курса савăнасса шанатăп. Республика шайĕнче ăмăртни, çĕнтерни çамрăк артистсене хавхалану кÿрет, — тет Лариса Витальевна.
— Театр — вăл хăйне кура пысăк тĕнче. Шаннă роле вылянă чухне пурин пирки те манатăн, пĕтĕмпех пьесăри пулăмсене ăша хыватăн. Пирĕн тăрăхра та çак ăсталăха кăмăллакансем чылай. Акă, республикăри театрсен «Ялан театр» фестиваль-конкурсне хутшăнса Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпçăнмасть» спектаклĕпе сцена çине тухрăмăр. Галина Курбатина — Кулине, Валентина Алексеева — Çинук, Елена Дюкина — Анюта, Николай Петров — Тимуш, Анатолий Дюкин Мак Макович сăнарĕсене калăпларĕç. Куракансем артистсене чылайччен алă çупса тав турĕç. Малашне те ытти çĕнĕ спектакльсене куракансем патне çитересшĕн. Хулари артистсенчен пĕрре те кая мар эпир. Аталанма тăрăшатпăр, çамрăксене те явăçтарасшăн. Акă, нумаях пулмасть культура çуртĕнче спектакль, концерт тата ытти меро-прияти йĕркелеме çĕнĕ йышши музыка аппаратури туянтăмăр. Спонсорла пулăшу кÿнĕшĕн ял çыннисене тавах. Яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăшса ĕçленине мĕн çиттĕр? — тет Йÿç Шăхаль культура çуртĕнчи драма кружокĕн ертÿçи Людмила Степановна Козлова калаçăва хутшăнса.
Республикăри театрсен «Ялан театр» фестиваль-конкурсĕнче районти ытти драма кружокĕсем те ăсталăхпа палăрнă. Александровкăсем Н.Красновăн «Çичĕ тирĕк, çичĕ кашăк», Хиртимăнтăрсем А.Суханăн «Вĕрентеççĕ арăмсем», Элпуçсем Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпçăнмасть» спектаклĕсемпе ял, район çыннисене çеç мар, Шупашкар хулин кураканĕсене те савăнтарнă. Жюри членĕсем вĕсене пысăк хак панă.
«Фестиваль-конкурс йĕркеленĕ май Шурутри, Т утар Шурутри, Хырхĕрринчи, Çĕнĕ Шăхранти, Нĕркеçри, Аслă Çĕрпÿелĕнчи драма кружокĕсен ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Вĕсем тĕрлĕ темăна хускатакан пуян содержаниллĕ, чуна пырса тивекен, шухăша уçакан, усал пулăма питлекен спектакльсем хатĕрленĕ. Артистсем спектакльсенчи рольсене куракансен кăмăлне каймалла выляма тăрăшаççĕ. Паллах, çитменлĕхсем те çук мар. Çамрăксен вĕренмелли пайтах. Малашне тата нумай-нумай спектакльпе сцена çине тухса куракансене савăнтарма ĕмĕтленетпĕр. Тепре тĕл пуличчен», — тет халăх театрĕн режиссерĕ Л.Носова.
|