26 января 2016 г.
Пĕр ĕмĕре яхăн пурăнакан çынсем пирĕн хушăра çав тери сахал. Вĕсем терт-нушине самай курнă, выçăллă-тутăллă та сахал мар пурăннă. Апла пулин те вĕсене пурнăç çапса хуçайман. 90 çула çывхаракан ватăсем иртнĕ çулсене куççуль витĕр аса илеççĕ пулин те, хăйсене вăрăм ĕмĕр парнеленĕшĕн Турра тав тăваççĕ.
Йỹç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Татьяна Ефимовна Алексеева январĕн 20-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Çак сумлă юбилей ячĕпе Татьяна Ефимовнăна ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем çеç мар, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов ăшшăн саламланă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламне те çитернĕ хăнасем, парне парса чысланă.
Татьяна Ефимовна мăшăрĕпе, Петр Ефимовичпа, тăватă ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, ĕçе хăнăхтарнă.
(ХАМĂР ИНФ.)
Источник: "Каçал Ен"