12 декабря 2015 г.
Шурут ял библиотекин кĕнеке фончĕ пуян. Кунта тĕрлĕ литература нумай. Вĕсенчен чылайăшне ял çыннисем парнеленĕ. Кашни çулах "Библиотекăна кĕнеке парнеле" акци йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çак ырă пулăмран таврара пурăнакансем нихăçан та айккинче юлман. Кашниех кĕнеке парнелеме тăрăшать.
Акă, Йỹç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Анатолий Алексеев вулавăша çак кунсенче 80 кĕнеке парнелерĕ, фонда пуянлатрĕ. Çакă пирĕншĕн калама çук пысăк пулăшу, тавах ырă ĕçшĕн. Вулавăш кашни çыншăн уçă, уйрăмах ачасене кĕнекепе мĕн пĕчĕкрен туслаштарасчĕ.
Т.КОЗЛОВА,
библиотекарь
Источник: "Каçал Ен"