Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.ПУТИН: "Малалла утса, пĕрле ăнăçу тăватпăр"

05 декабря 2015 г.

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думине Çырупа тухрĕ.

- Çырăва тĕнчери терроризма хирĕç кĕрешекен çар çыннисене тав тунинчен пуçлатăп. Паян залра çар летчикĕсем, çар çыннисем, Сирири терроризма хирĕç кĕрешекенсем пухăннă. Мăшăрĕсене çухатнă Гелена Пешкова, Ирина Позынич та кунта килме вăй çитернĕ, таймапуç сире тата паттăрсен ашшĕ- амăшĕсене, - терĕ Владимир Путин.

Çырура Раççей Президенчĕ ытларах терроризма хирĕç кĕрешес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрчĕ. "Тĕнчери терроризма пĕр патшалăхăн вăйĕпе кăна çĕнтерме çук. Уйрăмах çĕршывсен чиккисем уçă пулнă тата террористсем яланах укçа-тенкĕ енчен пулăшу илсе тăнă вăхăтра", - палăтрĕ Президент.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин бюджета шайлаштарассине, ĕç климатне лайăхлатассине, экономика базине çирĕплетессине, хамăрăн тăрăхри таварсене ытларах рынока тăратассине, транспорт инфратытăмне модернизацилессине, пултаруллă ачасене тупса палăртассине, наци ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрассине, ачасене патриотизмла воспитани парассине - тĕп тĕллевсем тесе палăртрĕ.

Вĕренỹ темине хускатнă май Владимир Путин шкул ачисен пĕлỹ шайне ỹстермеллине, çĕнĕ вĕренỹ вырăнĕсем тумаллине, шкулсем хăпартмашкăн тата вĕсене юсамашкăн 50 млрд тенкĕ таран укçа уйăрассине асăнчĕ.

Çырура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр-сем пирки те пулчĕ сăмах. "Тĕллевлĕн усă курман çĕрсене каялла тавăрмалла та аукционсем йĕркелесе вĕсемпе ĕçлеме пултаракансене сутмалла. Миллион гектар çĕре çаврăнăша кĕртмелле", - терĕ юлашки çулсенче татса памалли ыйтусен йышĕнчи темăна тепĕр хутчен хускатса. Унтан вун-вун çемье шанăçпа кĕтнĕ хыпар илтĕнчĕ. Президент амăшĕн капиталĕн программине малалла тăсма сĕнчĕ. Асăннă программăн ырă çимĕçне нумай çемье хăй çинче туйса курчĕ ĕнтĕ, иккĕмĕш, виççĕмĕш ача çуратакансем йышланчĕç.

Раççей Президенчĕ Патшалăх Думине янă Çырăва вуланă çĕре ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл Çырăва хакласа:

- Раççей Президенчĕ тĕнчери тата çĕршыври политика ыйтăвĕсене пĕрремĕш вырăна кăларни ахальтен мар, ку Раççейри кашни çынна канăçсăрлантарать. Владимир Путин: "Мĕн тумаллине эпир пĕлетпĕр", - тени пирĕн шанăçа тата та ỹстерет. Президент малашне аталанмалли çул-йĕре палăртрĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - предпринимательсен йышне, потребитель рынокĕнче хамăр патăрта туса кăларнă тавар шутне ỹстересси. Социаллă сферăра - вĕренỹре, сывлăх сыхлавĕнче - ыйтусене татса паратпăр. Шкулсем çĕкленĕç, 2016 çул валли федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пăхса хунă ĕнтĕ. Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă, тата 50 ФАП хута кайĕ. Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пире пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма çул-йĕрсем шырама хавхалантараççĕ.

Ираида Никитина, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ:

- Владимир Путин кашни çулах Федераци Думине яракан Çырăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Кăçал та вăл тĕрлĕ отрасле пырса тиврĕ. Сăмахран, пĕтĕм тĕнчери хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтăва чи малтан хускатни паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Терроризма хирĕç кĕрешессипе тĕнче шайĕнче пурнăçлакан ĕçсене ырласа йышăнатăп.

Ача амăшĕн капиталĕн программине сахалтан та икĕ çуллăха тăсни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемьесем ытларах ача çуратса ỹстересшĕн, патшалăх пулăшасса шанаççĕ.

Çавăн пекех сывлăх сыхлавне пырса тивекен ыйтусем те пулчĕç Çырура. Çитес çул Раççейĕн сывлăх сыхлавĕ тулли страховани принципĕсем çине куçать. Çынсене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе йышăнусем тăвиччен пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ валли федераци бюджетĕнчен тỹрремĕнех укçа куçармалла тени те паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика