07 ноября 2015 г.
Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни çеç çителĕксĕр, чун-чĕресенчи ăшăлăха, çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, çемье вучахне упрама пĕлмелле. Çакăнпа кашниех мухтанаймасть. Йỹç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Козловсен çемйине вара ăмсанмалăх пур. Алла-аллăн тытăнса 60 çул пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ Лидия Сергеевнăпа Петр Ефимович.
Лидия 1933 çулта Йỹç Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Самани йывăр пулнине кура ачасем те нушине чылай ас тивнĕ. Çавăнпа та пĕчĕк хĕр пĕрчин шкулта 3 класс анчах вĕренме тỹр килнĕ, килте пĕртен-пĕр хĕрпе 4 ывăлăн алă ĕçĕ тумалла пулнă. Лидия Сергеевна йывăр ĕçрен пĕрре те хăраса тăман - 1952-1953 çулсенче Мускавра стройкăра тăрăшнă. 1954 çулта вара Мускав патĕнчех торф кăларнă çĕре хутшăннă. Тепĕр çулхине Аслă Арапуçĕнчи хатĕрлев кантурĕнче тир, сурăх çăмĕ илнĕ çĕрте ĕçленĕ. Каярах вара мĕн пенсие тухичченех "Урожай" колхозра чунне парса тăрăшнă. Лидия Козлова "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Унăн тĕп награди вара - иккĕмĕш степеньлĕ "Ача амăшĕн мухтавĕ" медаль.
Петр Ефимович та çав ялтах ỹснĕ. Ялти шкул хыççăн каччăна Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен техникума, аттестат çинчи паллисем лайăххине курса, экзаменсемсĕрех йышăннă. Шел пулин те, йывăр вăрçă тапхăрĕ килнипе тата укçа çитерейменнипе пĕр уйăхран çамрăкăн вĕренĕве пăрахма тивнĕ. 1951-1955 çулсенче Петĕр Мускав çывăхĕнчи Жуковский ячĕллĕ сывлăш çарĕн инженерсен академийĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăннă хыççăн вара ноябрĕн 6-мĕшĕнче Лидия Сергеевна Шмелевăпа çемье чăмăртанă. Петр Ефимович Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсе техник-механик специальноçне алла илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Казахстанра çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре те хутшăннă.
Тепĕр темиçе çултан тăван тăрăха таврăнса "Урожай" колхоза ĕçлеме вырнаçнă. Кам кăна пулса ĕçлемен-ши вăл унта: тракторист та, механик та, пушар хурал начальникĕ те, завхоз та, хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инженер та. 1989 çулта асăннă колхозранах тивĕçлĕ канăва тухнă. Çемье архивĕнче унăн "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсăр пуçне "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" тата юбилей медалĕсем упранаççĕ.
60 çул хушши пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ Козловсем. Çак тапхăрта савăнăçне те, хуйхине те курнă, пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратни мăшăра пĕтĕм ĕçре пулăшса пырать. Вĕсем 3 ывăлпа 2 хĕре кун çути парнеленĕ, ура çине тăма пулăшнă. Туслă йышра татулăхпа килĕшỹ çинче çемье телейĕ никĕсленнĕ. Иккĕшĕ те чăннипех маттур, кил ăшшине, тирпейлĕхне тытма пĕлекен çынсем пулнă май ачисем те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса, тĕрĕс воспитани илсе ỹснĕ. Ачисем аслă пĕлỹ илме пултарнă. Аслă хĕрĕ Вера математика предметне вĕрентнĕ, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче тĕпленнĕ. Ираида та математика учителĕ, тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çемйипе Каншелте пурăнать. Ывăлĕ Эльмар - Мускавра. Вăтам ывăлĕ Андрей вара Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕçĕнни Аркадий Комсомольскинче кăнтăр электросеть тытăмĕнче вăй хурать.
Çулсем сисĕнмесĕр вĕçсе иртеççĕ, ачисем çемьеленсе вĕçен кайăк чĕпписем пек тĕрлĕ еннелле саланнă. Çапах та, мĕн пĕчĕкренех çемье ăшшине туйса çитĕннĕскерсем, май пулсанах тăван киле васкаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаççĕ. Паянхи кун Петр Ефимовичпа Лидия Сергеевна12 мăнукпа тата вĕсен 12 ачипе савăнса пурăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра мăшăрланнă çемьесем нумай пурăнмасăрах уйрăлни час-часах тĕл пулать. Çавăнпа та эпир нумай çул пĕрле пурăнакан, телейне, савăнăçне, хурлăхне пĕрле пайлакан çемьесене сума суни, вĕсемпе тата вĕсен пурнăçĕпе паллаштарни çамрăксемшĕн тĕслĕх пултăр. Вĕсенчен вĕренмелли, ăша хывмалли чăнахах та нумай. Çак тĕллевпех ĕнер районти ЗАГС уйрăмĕнче савăнăçлă лару-тăрура Козловсен çемйине чысларăмăр. Уява вĕсен ачисем, мăнукĕсем пуçтарăнчĕç. Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.
- Мăшăрсен чи малтан пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма пĕлмелле. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатни ял çине тухмалла мар. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пымалла, - терĕç Козловсем.
Уявра ЗАГС ĕçченĕсемпе сумлă çемьен çывăх тăванĕсем Лидия Сергеевнăпа Петр Ефимовича юбилейпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх, савăнăçпа телей сунчĕç.
Хисеплĕ мăшăра чăнахах та пысăк уявпа - бриллиант туйпа - чун-чĕререн саламлатпăр. Малашне те вăрăм пурнăç çулĕпе çума-çумăн, алла-аллăн утма çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, иксĕлми юрату сунатпăр.
Р.СУРАТОВА,
С.ПОРТНОВА
Источник: "Каçал Ен"