Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомольскисем суйлава хастар хутшăннă

16 сентября 2015 г.

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне, район депутачĕсен, ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйларăмăр.

Çак суйлава Комсомольски районĕнче пурăнакансем нихçанхинчен пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç. Вĕсем Конституци панă ирĕке пурнăçласа хăйсен социаллă активлăхне туллин палăртрĕç. Нумайăшĕ ирхине суйлав участокĕсем уçăлнă вăхăтах çитрĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма васкарĕ. Сасăлав пыракан участоксенчен кунĕпех çын татăлмарĕ. Списока кĕртнĕ 19394 суйлавçăран 15485-шĕ урна умне тăчĕ. Ку вăл суйлавçăсен 79,8 проценчĕпе танлашать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2010 çулхи суйлавне вара районти суйлавçăсен 48,8 проценчĕ хутшăннăччĕ.

975 çын маларах, сентябрĕн 2-12-мĕшĕсенче, сасăланă. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче вара 1064 çын суйлав участокĕсен тулашĕнче сасăланă (килтен тухса çỹрейменнисем е больницăра сипленекенсем). Хăйсен ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут суйлава 200 ытла çамрăк хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсенчен пирĕн тăрăхра М.В.Игнатьев чи нумай сасă пуçтарнă, уншăн 12417 çын е алла бюллетень илнисен 80,19 проценчĕ сасăланă. О.А. Николаевшăн суйлавçăсен 7,85, К.С. Субботиншăн 1,15, В.С. Шурчановшăн 8,13 проценчĕ сассисене панă.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика