16 мая 2015 г.
Эрех ĕçни нихăçан та ырă патне илсе çитермест. Акă, 27 çулхи çамрăк та февралĕн 7-мĕшĕнче эрех ĕçнĕ те паттăрланма пăхнă. Шурут-Нурăс ялĕнчи магазин умĕнче ларакан çăмăл автомашина патне пынă, унта водитель пуррине пăхмасăрах автомашинăна хăваласа кайма пăхнă. Водитель хирĕç тăнă, ỹсĕр çамрăк ăна темиçе хутчен те пуçĕнчен çапнă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланах, водителе вырăнтан кăларса руль умне ларса Шурут ялне вĕçтернĕ. Çăмăл машинăпа катаччи чупса тăраннăскер автомашнинăна Шурут-Нурăс ялĕн урамĕнчи пĕр çурт айккинче лартса хăварнă. Телее, автомашинăна тĕрĕс-тĕкелех тавăрнă.
Йĕркене пăснăшăн, ирĕксĕрлесе çынран автомашина туртса илнĕшĕн, унăн сывлăхне сиен кỹнĕшĕн çамрăка РФ УК 166-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "в" пункчĕпе айăпланă. 2015 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Елчĕк район сучĕ çамрăк тĕлĕшпе йышăну кăларнă, 60 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.
М.ЕВДОКИМОВА
Источник: "Каçал Ен"