Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лидия - маттуррисенчен пĕри

04 апреля 2015 г.

Паянхи куна нумай шкул ачи доярка профессийĕ пирки нимех те пĕлмест. Вĕсем пирки вара киносем ỹкернĕ, юрăсем хывнă. Доярка тесен пурин куçĕ умне те çамрăк, анис улмисем пек питçăмартиллĕ, косынка çыхнă яштака хĕр тухса тăнă. Унăн ĕçĕ ирхи хĕвелпех пуçланать. Фермăна каяс умĕн килти выльăх-чĕрлĕхе апатлантармалла, ĕне суса хăвармалла. Ферма ĕçченĕшĕн кашни ĕне пысăк чĕрчун çеç мар, шухăшлама пĕлекен, ăнланакан чун та пулĕ. Характерĕ те пур вĕсен. Çавăнпа та кашни патне епле пымаллине, епле калаçмаллине лайăх пĕлеççĕ ĕçченсем. Ĕне хумхансан унăн сĕчĕ икĕ хут таранах чакса ларма пултарать иккен. Кирлĕ пек пăхсан вара сĕтне те аван антарĕ...

"Урожай" колхоз ĕçченĕ Лидия Петровна Пыркина та çак хисеплĕ ĕçе ахальтен суйласа илмен пулĕ. Вăл хăйĕн ĕçне вăр-вар пурнăçлать, ăна чунтан юратать. Унăн кулленхи пурнăçĕ ир-ирех пуçланать. Килти хуçалăха йĕркене кĕртнĕ хыççăн вăл фермăна çул тытать. Ара, ăна унта 27 ĕни кĕтет. Питĕ ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм çак ĕçре 25 çул чунне парса тăрăшать. Çамрăкрах, нумай пулмасть доярка ĕçне пикеннĕ хĕрсем унран тĕслĕх илеççĕ. Татьяна Еремеевăпа, Татьяна Михеевăпа, Нина Козловăпа, Мария Красильниковăпа, Вера Степановăпа, Галина Пыркинăпа нумай çул пĕрле "Урожай" колхоза ĕне сăвассипе мала çĕклессишĕн тăрăшаççĕ ферма хĕрĕсем. 2014 çулта "Урожай" колхозра кашни доярка 136-шар тонна сĕт суса илнĕ. Лидия Пыркина - коллективра чи малта пыраканни. Вăл пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5059 килограмм сĕт сунă. Ыттисем те унран юлмаççĕ. Районта 5000 килограмран ытларах сĕт суса илекенсем 26-ăн. Лидия Петровна вара 7-8 пин килограмм суса илекенсен йышне кĕрессишĕн тăрăшать.

Эпир Лидия Петровнăна малашне те тăрăшса ĕçлеме, районта малта пыракан дояркăсене хăваласа çитме сунатпăр.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика