28 января 2015 г.
Йỹç Шăхалĕнче пурăнакан Петр Ефимович Алексеев декабрĕн 30-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Козлова саламланă. Çавăн пекех вĕсем Петр Ефимовича Владимир Путинран килнĕ саламлă çырăва вуласа панă. Раççей Президенчĕ салам сăмахĕсемпе пĕрлех фронтра тата тылра паттăрлăх кăтартнăшăн ветерана тав тунă.
Петр Ефимович 1924 çулта кун çути курнă. Ача 6-ра чухне ашшĕ çĕре кĕрет. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл ял Советĕнче секретарьте ĕçлет. Вăрçă пуçланнă вăхăта лайăх ас тăвать Петр Ефимович. 1943 çулта ялти ар çынсемпе пĕрле ăна та фронта илсе каяççĕ. Мĕн кăна тỹссе ирттермен-ши унта? Çав çулах ăна (пуçĕпе урине амантаççĕ) каялла, тăван ене яраççĕ. Килте сипленнĕ хыççăн 1945 çулта каччă малтанхи ĕç вырăнне кĕрет. Петр Ефимович Горький хулинчи финанспа экономика техникумĕнчен вĕренсе тухать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл шут ĕçĕнче тăрăшать. Петр Ефимовичăн килĕнчи пухмачĕнче Аслă Аттелĕх вăрçин II степеньлĕ орденĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ медаль, Хисеп грамоти нумай.
1948 çулта çамрăк каччă ялти илемлĕ хĕрпе, Татьяна Ефимовнăпа, паллашса çемье çавăрать. Акă, январĕн 20-мĕшĕнче мăшăрĕ те 89 çул тултарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Татьяна çамрăк пулнă-ха:
- Выçлăх, çуклăх вăхăтра ỹснĕ эпир. Халĕ ачасемпе мăнуксене каласа парсан ĕненесшĕн те мар. Эпир вăл вăхăтра вăрçă кунĕсенчи нушана тỹссе ирттернĕ пулин те хамăра паянхи кунччен телейлĕ тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрне йывăрлăхран, выçлăхран хăтарса хăварассишĕн тăрăшнă, - калаçăва пуçларĕ Татьяна Ефимовна.
Чăваш хĕрарăмне пурнăç тума вĕрентмелле мар, çав шутра Татьяна Ефимовнăна та. Мăшăрĕпе вĕсем тăватă ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пỹрт тулли пулсан та вăл килте ларман, "Рассвет" тата "Урожай" колхозсенче учетчик пулса ĕçленĕ. Унти ытти ĕçсене те хутшăннă, ăçта хушнă - çавăнта кайнă.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем хурлăхне те, савăнăçне те 67 çул пĕрле тỹссе ирттернĕ. Паянхи кун та пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа çеç пăхаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Ырă çынсене ял савать. Килĕнче вĕсемпе пĕрле Саша ывăлĕ хăйĕн çемйипе пурăнать. Мăшăрĕпе Валентинăпа вĕсем 3 хĕрпе 1 ывăл çитĕнтереççĕ. Çемьере яланах туслăх хуçаланать. Ытти ачисем, инçетре пулин те, хăйсен хаклă çыннисене манмаççĕ, ашшĕ-амăшĕ патне килсех çỹреççĕ.
А.Козлова
Источник: "Каçал Ен"