13 декабря 2014 г.
Ачасене вĕрентесси Турă панă професси теççĕ. Çак ĕçре вăй хуракансен пепкен шалти туйăмне ăнланма пĕлни кирлĕ. Иртнĕ кунсенче мана Шурут вăтам шкулĕнче пулма тỹр килчĕ. Тĕллевĕ - асăннă шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Н.Тарасова ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашасси.
Любовь Николаевна - ачасене çур сăмахранах ăнланакан, вĕсен чĕнĕвне-йыхравне хаваспах йышăнакан вĕрентекен, 1976 çулта Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта 11 класс хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне филологипе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ çамрăк Шурут вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. Çав хушăрах директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма та вăхăт тупать. Каярах унăн Тутар Шурут ялĕнчи шкулта тутар ачисене чăвашла вĕрентес тĕллевпе кỹршĕ яла утма тивет. Педагог пулас туртăм хăçан тата мĕнле майпа çуралчĕ тесе ыйтсассăн: - Мĕн ачаранах педагог профессине юратнă эпĕ, - терĕ Любовь Николаевна.
- Хамăра пĕлỹ тĕнчине илсе кĕрекенсене тав сăмахĕ калас килет, вĕсен кашни сăмахне ĕненес туйăм пĕчĕклех çунат сарнă чун-чĕрере. 20 çул тăрăшать вĕрентекен Шурутри вăтам шкулта, ялан шыравра. Вăл "Вĕренỹре хальхи технологипе усă курса ачасен пултарулăхне аталантарасси" çивĕч ыйтăва пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать. Уроксене хатĕрленнĕ май электрон меслетсене анлăрах та анлăрах çул парать. Акă мĕншĕн унăн урокĕсем кичем мар, кăсăклă иртеççĕ. Вĕренекенсем те презентацисем ирттерме, проект ĕçĕсем тума хăнăхаççĕ. Ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме явăçтарнă чухне вăл кашнин тавра курăмне, пултарулăхĕ мĕнле шайра пулнине шута илет, уроксенче çирĕп ыйтать, дисциплинăна та пăхăнма хистет. Çакă вĕсене вĕренỹре çитĕнỹсем тума пулăшать.
Любовь Николаевна хăй те çине тăрсах пĕлĕвне анлăлатать, ĕçтешĕсене уçă уроксем парать, районти, республикăри ăста педагогсен урокĕсене итлет, вĕсене хаклама хутшăнать. Унăн килĕнчи пухмачĕнче район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ панă Хисеп грамотисем, республикăри конкурссене хутшăнса ачасемпе пĕрле тивĕçлĕ вырăн йышăннăшăн тав çырăвĕсемпе грамотăсем, "Тантăш" хаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн редакци панă тав çырăвĕ пур. Вĕрентекене нумай пулмасть Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви çамрăк ăрăва вĕрентес тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре чылай çул тăрăшнăшăн Хисеп грамотипе чысларĕ.
Шурут ялĕ çамрăкшăн иккĕмĕш килĕ пулса тăнă. Кунта ĕçлеме килсессĕн ялти каччăпа, Владимир Тарасовпа, паллашса 2001 çулта унăн мăшăрĕ пулса тăнă. Вĕсем пĕр-пĕрне çирĕп туйăмпа юратма, хисеплеме Турă умĕнче сăмах панă, çакă паянчченех пурнăçри тĕрĕслевсем витĕр çĕнтерсе тухма вăй-хал парса пырать. Иккĕшĕ те çынсем çине, кун-çул çине пĕрешкел пăхаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Тарасовсен çемйинче икĕ ывăл çитĕнет. Ялта тĕпленнĕ вĕрентекенĕн уроксем хыççăн кил-хуçалăхпа çыхăннă ĕçсене тума тивет. Любовь Николаевнăшăн килте те, шкулти пекех, нимĕнле вак-тĕвек ыйту çук. Килте пурнăçа кĕртмелли ĕçсем тепĕр чухне çурçĕрчченех тăсăлаççĕ. Вĕрентекенĕн мăшăрĕ Владимир Федорович çывăх çыннин шухăш-кăмăлне вăл сăмах хушичченех ăнланса илме хăнăхнă.
Хăйĕн ĕçне чунтан юратать хĕрарăм. Любовь Николаевнăн çепĕçлĕхĕ, сăпайлăхĕ, этемлĕхĕ чуна тыткăнлать. Ахальтен мар пулĕ ăна ачасем: "Эсир пурришĕн савăнатпăр, Любовь Николаевна", - теççĕ. Вăл чăннипех çав сăмахсене тивĕçлĕ.
Источник: "Каçал Ен"