10 декабря 2014 г.
- Пуласлăх пирки ачаранах шутламалла. Тĕнчере тĕрлĕ професси пур. Хăвна кирлине суйласа илме çăмăлах мар çав. Ача чухне ỹнерçĕ те, юрист та, психолог та пуласшăн çунатланаттăм. Çапах та шкул хыççăн ăçта каймаллине малтанах палăртса хунă эпĕ, тухтăр ĕçне суйларăм, - пĕлтерчĕ Шурут ялĕнче çуралса ỹснĕ Диана Кондратьева.
Шурут вăтам шкулĕнчен кăçал ылтăн медальпе вĕренсе тухнăскер И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ пике. Диана - çемьере вăталăххи. Алла ручка-кăранташ тытма хăнăхсан сулахайпа çырма тытăннă. Ĕмĕте пурнăçламашкăн "5" паллăпа çеç вĕренсе шкулта, районта, республикăра иртекен конкурс-викторинăна хастар хутшăннă, пушă вăхăтра вара тĕрлĕ спорт секцине çỹренĕ. Дианăн тивĕçлĕ медальсемпе Хисеп хучĕсен шучĕ те çук пулĕ.
Хĕр ачан тетĕшĕпе шăллĕ пур. Шăллĕне, Артема, питĕ хытă юратать вăл. Шăпăрлан та унсăрăн пĕрре те тăрасшăн мар. Артем та, ун пекех, сулахай алăпа ỹкерет иккен. Шурă хут çине тем тĕрлĕ ỹкерчĕк тунă май сăрăсемпе йăлтах вараланса пĕтет те тỹрех аппăшĕ патне чупать, аллисене çуса яма ыйтать. Аппăшĕ хулара пурăннă май час-часах пĕр-пĕрне кураймаççĕ пулин те, телефонпа кашни кунах калаçса тăраççĕ вĕсем. - Аппа, эпĕ саншăн çав тери тунсăхлатăп. Мĕншĕн час-часах килсе çỹреместĕн? Малтанхи кунсенчи пек иксĕмĕр нумайччен ỹкерсе те, выляса та лараймастпăр, - кỹренсе калаçать шăллĕ. - Кăштах кĕтсем, Артем, манăн халĕ чăнахах та пĕр вăхăт çук. Ак вĕренсе пĕтерсенех эпĕ хама ирĕклĕ туйăп. Ун чухне эпир санпа кунĕпе кăна мар, çĕрĕ-çĕрĕпех выльăпăр, тĕрлĕ ỹкерчĕксем тăвăпăр. Эпĕ вара тухтăр профессине алла илсен сана валли пĕрремĕш ĕç укçинчен пы-ы-ысăк парне илсе парăп, - тет пике шăпăрлана хавхалантарма ăнтăлса. Кун пек чухне пăсăк кăмăллă Артемăн пит-куçĕ тинех йăл-кулăпа çуталать. Аслă пĕлỹ илме, хулара пурăнма, студент пурнăçĕ йывăр пулнине ăнланать хĕр. Çапах та ĕмĕчĕ патне ăнтăлса хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать.
- Пичче тахçанах хулара тăрăшать, халĕ - манăн черет. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухиччен нумай тар тăкма тивет. Çук, пуçа усмалла мар, ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртмелле. Вара маншăн аттепе анне кăна мар, пиччепе шăллăм та савăннă пулĕччĕç. Шăллăмшăн лайăх тĕслĕх вырăнĕнче пулас килет. Кĕçех, акă çĕнĕ çул çитет, киле каясси те нумаях юлмарĕ-ха. Шăллăмшăн питĕ тунсăхлатăп. Яла çитсен чи пĕрремĕшĕ, паллах, ăна çупăрласси пулĕ, - тет Диана.
Источник: "Каçал Ен"