Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх пахалăхлă пулмалла

10 декабря 2014 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртес енĕпе çеç мар, çитес çул валли пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе хăварасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май кĕрхи ĕçсенчен кăштах пушансанах вăрлăха алласа тасатаççĕ, пỹлмесене вырнаçтараççĕ.

Çак ĕçе чылай хуçалăхра пуçăннă та ĕнтĕ. Акă, "Урожай" колхозра урпа вăрлăхне тасатса юрăхлă кондицие лартнă. Кунта Н.Седиков, А.Терентьева, А.Шакмакова тата А.Никифоров машинист тăрăшса ĕçлеççĕ. Кунта паха вăрлăх аксассăн тухăçĕ аван пулнине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Кăçал 1-4 репродукциллĕ 3144 центнер вăрлăх акнă. Çавна май кăçал вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăтамран пĕр гектартан 30,1 центнер пуçтарса илнĕ. Хуçалăхра çĕр улмие те пысăк тухăçпа пуçтарса илеççĕ. Кашни çулах "иккĕмĕш çăкăр" кашни гектартан 200 центнертан кая мар туса илеççĕ. Çакă паха вăрлăх лартнинчен, вăхăтра имçамланинчен, кăпкалатнинчен, апатлантарнинчен нумай килет.

Çитес çул валли Шурутсем çĕр улмин "Роко", "Гала", "Любава" сорчĕсене путвала хунă. Пĕтĕмпе - 350 тонна. Сивĕ ан лектĕр тесе путвал алăкĕсене кашни çулах улăмпа витеççĕ. Кăçал та çаплах турĕç. Акă, М.Филиппова, В.Мышкина, С.Воронова улăма пушатаççĕ, тирпейлесе хураççĕ. Ĕçе пĕлсе тата вăхăтра йĕркелени темрен те паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика