Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв хỹтĕлевçи, наука кандидачĕ

03 декабря 2014 г.

Паянхи сăмах Александр Михайлович Белкин çинчен пулĕ. Вăл - Шурут ялĕнче çуралса ỹснĕ паллă çынсен шутĕнче. Çак кунсенче вăл çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.

Александр Михаил Павловичпа Евдокия Даниловна Белковсен кил-йышĕнче 1919 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере сакăр ывăл ỹснĕ, вăл вĕсен хушшинче иккĕмĕшĕ пулнă. Кĕçĕн классенче Шурутри 7 çул вĕренмелли шкулта, каярах Упи (хальхи вăхăтра Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕ) шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. 1938 çулта Турхан районĕнчи Аслă Арапуç (хальхи вăхăтра Патăрьел районĕнчи Первомайски) вăтам шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Экзаменсем тытмасăрах Мускаври Н.Э. Бауман ячĕпе хисепленекен Аслă техника училищине вĕренме кĕнĕ. Унта пĕр курс вĕренсен, тỹлеме укçа çитменнипе, Новосибирскри чукун çул институтне вĕренме куçнă. Кунта тỹлев енĕпе çăмăлрах пулнă.

1941 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Александра Хĕрлĕ çара илнĕ, тỹрех Чкалов (халĕ - Оренбург) хулинчи çар авиаци училищине вĕренме янă. Училищĕрен вĕренсе тухсан вăл Лăпкă океан тинĕс авиацийĕнче штурман пулса вĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăр çапăçнăшăн ăна "Хĕрлĕ Ялав" тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. 1954 çулта Александр Михайлович Ленинградри Сывлăш-çар инженерĕсен академине хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ.

1954-1970 çулсенче Оборона министерствин наукăпа тĕпчев институчĕн наука аслă сотрудникĕ пулса çар службинче тăнă. Çав вăхăтрах (1964) наука кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ. Паллах, унăн наука ĕçĕ сывлăш çарĕпе çыхăннă пулнă. Вăл - авиаци полковникĕ. 1970-2000 çулсенче, отставкăна тухсан, Александр Михайлович Ленинградри гражданла авиацин А.Ф.Можайский ячĕллĕ академийĕн доцентĕнче ĕçленĕ. Çак вăхăтра вăл нумай наука ĕçĕ çырнă, пичетленĕ. Вĕсенче, пĕтĕмĕшле илсен, сывлăш карапĕсене мĕнле çỹретмелли çинчен çырнă. Академире ĕçленĕ вăхăтра Шупашкарти авиапредприяти валли вĕçевçĕсем хатĕрлеме те нумай вăй хунă. Александр Михайлович Белковсен йăхĕнчен авиаципе çыхăнни пĕрре анчах мар. Унăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Василий Петрович Белков çарти вертолет вĕçевçи пулнă.

Аслă пиччĕшĕн, Дмитрий Михайловичăн ывăлĕ, Вячеслав, А.Ф.Можайский ячĕллĕ академирен вĕренсе тухнă. Нумай çул ТУ-154 сывлăш карапĕн командирĕ пулса вĕçнĕ.

Александр Михайловичпа мăшăрĕн Панна Петровнăн пĕр ывăл - Александр. Вăл - юридици наукисен докторĕ, нумай çул Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче кафедра пуçлăхĕ, Ленсовет депутачĕ пулнă, каярах Раççейĕн Генеральнăй прокуратуринче ĕçленĕ. 2010 çулта сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Александр Михайлович 2001 çулта çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербург хулинче унăн 92 çултан иртнĕ мăшăрĕ Панна Петровна тата мăнукĕсен кил-йышĕсем пурăнаççĕ. Вĕсем Чăваш Республикинче тата ытти вырăнсенче пурăнакан тăванĕсемпе çыхăну тытаççĕ.

Александр Михайловичăн Шурут ялĕнче шăллĕ Петр Михайлович, Шурут-Нурăсра - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 90 çултан иртнĕ тепĕр шăллĕ - Георгий Михайлович пурăнаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика