Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç темĕнле йывăр пулсан та

03 декабря 2014 г.

Пурнăçра тĕрлĕ çынпа паллашма, курнăçма, калаçма тỹр килет. Кашнийĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, çынра çуккине курма, сăнама пулать. Çыннăн лайăх енĕ вара - ĕç, сăпайлăх, ыр кăмăллăх. Сăмахăм Шурут ялĕнче пурăнакан Алексей Гаврилов çинчен пырĕ.

Алеша 1980 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Антонина Васильевнăпа Анатолий Михайлович, малтанхи хĕр пулнипе, иккĕмĕшĕ ывăл çуралнăшăн питĕ хытă хĕпĕртенĕ. Пурнăçра хура-шурне курмалли пайтах çав. Инкекĕ те куçа курăнса килмест. Тин çеç сывă чупса çỹрекен ачапа пăтăрмах пуласса кам шаннă? Шел пулин те, ача пиллĕкре чух сусăрланать. Пĕчĕккĕллех арçын ачан нумай больница, операци витĕр тухма тивнĕ.

Шкула кайма та вăхăт çитсе пынă. Хăшĕ-пĕри ача шкулта вĕренеймест тесе шутланă. Анчах та амăшĕ шаннă, никама итлемесĕр Алешăна ыттисемпе пĕрле пĕрремĕш класа пĕрремĕш хут илсе каять. Арçын ачан пĕрремĕш вĕрентекенĕ Римма Васильевна каласа панă тăрăх, Алеша малтанлатса хăйĕнпе пĕр çултисенчен чылай юлса пынă. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн пĕчĕккĕн хăнăхса пырса вулама та, çырма та, шутлама та пултарнă. "Çакăн пек ỹсĕмсем тăвасса шанманччĕ те", - тет вăл.

Вун пĕр класс вĕренсе тухнă хыççăн Алеша телемастер, товаровед, библиотекарь специальноçĕсене илме пултарать. Кунпа кăна чарăнмасть каччă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне филологипе культурологи факультетне вĕренме кĕрет. Унтан 2008 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Шурут вăтам шкулĕнче библиотекăра ĕçлеме пуçлать. Хăйĕн ĕçне юратса ĕçленĕ вăл. Шел пулин те, сывлăхĕ хавшанипе ĕçлеме пăрахнă.

Çапах та юншăхса лармасть, килĕнче вĕсен виçĕ ĕне. Çемье пуçĕ Мускава ĕçлеме çỹренипе килти хуçалăх ытларах Антонина Васильевна çинче тытăнса тăрать. Çук, пултараймасть ахаль ларма Алеша. Алли-урине йывăр лексессĕн те вăл амăшне çăмăл пултăр тесе выльăхсене апат парать, тислĕкне те тасатать. Ытти ĕçсене тума та ỹркенсе лармасть.

Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă, ытларах шахматла, шашкăлла, теннисла вылять. Районти, республикăри ăмăртусене те хутшăнать. Çуллахи кунсенче хуларан аппăшĕн тата йăмăкĕн ачисем çу каçма килсессĕн чун киленĕçне вĕсенче тупать. Шăпăрлансем те уншăн каçсах каяççĕ. Мĕн чухлĕ ырă кăмăллăх, çепĕçлĕх, ачашлăх Алешăра.

- Чир-чĕр, инкек-синкек тата ытти йывăрлăхсем сиксе тухсан пуçа усмалла мар. Пурнăçри тĕллеве пурнăçлама пĕр хăрамасăр ăнтăлмалла, мал ĕмĕтлĕ пулмалла. Çакăн пек девизпа пурăнатăп та эпĕ, - тет çамрăк.

Хăйĕн чирне пăхмасăрах аслă пĕлỹ илме пултарнă, шахматла, шашкăлла, теннисла выляма юратакан каччă йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынна пулăшу пама яланах хатĕр. Пурнăçри йывăрлăхсене чăтса малалла такăнмасăр утма ăнăçу сунас килет Алешăна.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика