Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене парăнмасăр

29 ноября 2014 г.

Пĕр-пĕрне ăнланса, шăкăлтатса пурăнакан çемьепе тĕл пулас, тĕплĕнрех паллашас тесе Йỹç Шăхалĕнчи Маштановсем патне çитрĕм. Капмар та илемлĕ çурт умне чарăнсан кунта ватăсем пурăннине пĕрре те ĕненес килмерĕ. Крыльца алăкĕ умĕнчи шăнкăрава пуссан пỹртрен вăтам çулсенчи арçын тухрĕ. Хам мĕн тĕллевпе чăрмантарса çỹренине пĕлтерсен кил хуçи малалла иртме чĕнчĕ. Пỹрте кĕрсен çулсем иртнине систерсе çỹçĕсене кĕмĕл тĕс çапнă, пит-куçĕ самаях пĕркеленнĕ, ăшшăн пăхакан куçсене асăрхасан тинех тĕрĕс килнине ĕнентĕм. Юратнă çынпа кун иртни те, ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Варварипе Николай Маштановсем 50 çул пĕрле. Вĕсем кăçал май уйăхĕнче ылтăн туй кĕрлеттерчĕç. Ялти çамрăксемшĕн, ачисемпе мăнукĕсемшĕн чăннипе ырă тĕслĕх.

Ĕмĕр-ĕмĕр тату, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнать çак çемье. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ ватăсемпе чăннипех те мухтанмалăх пур. Николай Сергеевич - ĕç ветеранĕ. 1942 çулта Йỹç Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Казахстана çул тытнă. Унта УМСХ-ра тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ. Тăван колхозра 43 çул трактор çинче ырми-канми ĕçленĕ. 1964 çулта яштака та патвар, куçĕсем çиçсе тăракан каччă фермăра дояркăра вăй хуракан Варварипе паллашать. Пике ăна пĕрре курсах килĕшнĕ. Сăпайлă та хỹхĕмскер пĕвĕ-сийĕпе яштака хурăна аса илтернĕ. Таса куçĕсем яланах çын çине ăшшăн та вăтанчăклăн пăхнине тỹрех асăрханă йĕкĕт. Çак çулах мĕн пур тăванне пуçтарса туй кĕрлеттереççĕ. Хальхи пек ас тăваççĕ ăна ватăсем, ытарайми хитре самантсене куç умне кăлараççĕ.

Маштановсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Асли, Саша, ватăсемпе пĕрле тĕп килте пурăнать. Хĕрĕ Марина Александровка ялне качча тухнă, халĕ унти тĕп шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Кĕçĕнни, Володя, Шупашкарта тĕпленнĕ. 6 мăнук Николай Сергеевичпа Варвара Ивановнăн.

- Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн чăннипех те хĕпĕртетпĕр. Халиччен хамăра хирĕç каланине илтмен. Пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарнă вĕсене. Арçын ачасем ашшĕ çумĕнче, хĕрĕ амăшĕ çумĕнче вăй хунă. Арçын ачасем ăста алăллă, пуртă-пăчкă вылянса кăна тăрать вĕсен аллисенче. Пире кичемленме памаççĕ, кашни эрнерех килсе савăнтарса хăвараççĕ. Е хăйсем хăнана илсе каяççĕ. Килте тунсăхласах лармастпăр эпир, - теççĕ Маштановсем.

Ачисемпе мăнукĕсем те вĕсемпе мухтанаççĕ. Юратнă анне çеç мар Варвари аппа, ăш пиллĕ асанне те, ыр кăмăллă кукамай та. Ачисемпе мăнукĕсене вăл яланах тараватлăн кĕтсе илет, вĕсен кăмăлне тупас тĕллевпе ир-ирех тăрса кăпăшка та тутлă кукăль пĕçерет, каçхине тĕрлĕ юмах-халап каласа парса тĕлĕнтерет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк вĕсен. Аслă ывăлĕ Мускава ĕçлеме çỹрет, кинĕ Марина кỹршĕ ялти райпо лавккинче вăй хурать. Çавна пула килти хуçалăха ытларах Николай Сергеевичпа Варвара Николаевна ертсе пыраççĕ. Канмалли кунсенче вара Марина кинĕпе калаçса пĕтереймеççĕ, сỹтсе явмалли пайтах вĕсен. Ăш пиллĕ те вашават кинĕ ватăсемшĕн - чăн-чăн чун уççи те, сиплевçĕ те. Марина та ватăсене хисеплет, пысăк ĕç пуçлама шут тытсассăн яланах вĕсемпе канашлать. "Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть", - тет вăл.

Нумаях пулмасть акă çар хĕсметĕнчен мăнукĕ Коля таврăннă. Çулталăк хушши килте пулманскер, каччă ытларах асламăшĕшĕн тунсăхлани курăнать.

- Асаннене ĕçсĕр ларнине нихăçан кураймăн. Пĕр май кăштăртатать вăл: алса-чăлха, шаль-тутăр çыхать. Хĕлле валли темĕн тĕрлĕ çимĕç тăварлама çав тери ăста. Апат-çăкăрне те пит тутлă пĕçерет. Мĕнпе те пулин кашни ачине, мăнукне пулăшма тăрăшать. Асанне - маншăн ырă тĕслĕх. Вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, чăтăмлăхĕпе йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет. Анне кунĕ ячĕпе эпир ăна саламлатпăр. Паянхи кун пек ырă кăмăллă тараватлă пулма сунас килет, - ыталаса илчĕ асламăшне мăнукĕ.

Чăн-чăнах та ырă, ăшă, асамлă туйăм тапса тăрать ватăсенчен. "Хăвăрăн телее мĕнле упраса хăварма пултарнă-ха эсир?" тесе ыйтсассăн мана çемье пуçĕ: - Телей, паллах, хамăртан килет. Иксĕмĕр те пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа пурăннă, кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне шаннă, ăнланнă. 50 çул хушшинче эпир пĕр çын пек пулса кайрăмăр пуль ĕнтĕ. Халиччен пĕр татăк çăкăра та çурмалла пайласа çинĕ. Ĕмĕре йĕркеллĕ, ята ярас мар тесе ирттерме тăрăшрăмăр. Çынпа харкашса курман, пĕр-пĕрне сив сăмах каласа кỹрентермен. Паян пĕр-пĕрне ĕлĕкхинчен те хытă юрататпăр, хисеплетпĕр. Ĕмĕр пĕр-пĕрин çине таянса пурăнатпăр, - терĕ куçран тинкерсе.

- Аттепе анне - пирĕншĕн чи хаклă çынсем, темле хаклă чулран та хаклăрах. Чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç вĕсене тав тума. Пире кун çути кăтартнăшăн, чунне парса ỹстернĕшĕн эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, - теççĕ хĕрĕпе ывăлĕсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика