01 ноября 2014 г.
Кăçал районта çĕнĕ 3 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла. Паянхи куна Киров поселокĕнче çĕнĕ пункт ĕçлет те ĕнтĕ. Октябрĕн 24-мĕшĕнче вара Йỹç Шăхаль ялĕнче тепĕр ФАП тăвас тĕллевпе никĕс яма ĕлкĕрнĕ. Ăна декабрь уйăхĕнче туса пĕтерессе шантараççĕ.
Кивĕ çуртра фельдшер пулса Антонина Петровна Васильева тăрăшать. Унчченхи пунктра кăмака та хутма тивнĕ, шыв та йăтмалла пулнă. Çĕннинче мĕн пур ырлăх шалта пуласса шанать фельдшер. ФАПа хăпартма 2 миллион тенкĕ ытла кирлĕ. Укçана республика хыснинчен уйăрнă. Газ, канализаци, шыв, çутă кĕртес ĕçсене пурнăçлама ял поселенийĕн бюджетĕнчен 250 пин тенкĕ уйăрнă.
Источник: "Каçал Ен"