25 октября 2014 г.
Шурут-Нурăс ялĕнчи çыхăну уйрăмĕ пысăках мар, тăпăл-тăпăл çуртра вырнаçнă. Вăл ваттине те, çамрăксене те хăйĕн патне туртать.
- Пирĕн пата халăх тĕрлĕ ĕçпе кĕрсе тухать, почтăран çын кун каçипех татăлмасть, - тет почта начальникĕ Султания Галиуллова, кулленхи ĕçĕсемпе паллаштарнă май. Вăл ертсе пынипе кунта 5 почтальон ĕçлет. Вĕсенчен кашниех, çурăм хыçĕнчи сумка тем пек йывăр пулсан та, хăйĕн ĕçне чăннипех юратать.
Сăмахран, Валентина Трескина çак ĕçре 12 çул вăй хурать. Валентина Васильевна Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи профтехучилищĕре ăнăçлă вĕренсе штукатур-маляр специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн çулталăк Тĕрлемес ялĕнче штукатур пулса ĕçлет.
- Ачаранах тăван яла юратнăран пулĕ, ют çĕрте пурăнма йывăр, чун пурпĕр килеллех туртатчĕ, - терĕ Валентина Васильевна.
Тăван яла таврăнсассăн вăл "Урожай" колхозра поварта ĕçлет. 1980 çулта шкула куçать, унта техничкăра 15 çул вăй хурать. 2001 çултан почтальонра ĕçлеме пуçлать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача çитĕнтернĕ, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Валентина Васильевна хăйĕн ĕçне чунтан килĕштернине пытармарĕ.
- Мана кунта коллектив та, ертỹçĕсем те, ĕç йĕрки те питĕ кăмăла каять. Пирĕн ĕç йăлтах çын çинче, çавна май хаçат-журнал урлă савăнăç илсе çитерме тата вĕсен хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă. Тепĕр чух хăйсен юратнă хаçат-журналне çырăнма манса кайнишĕн пăшăрханнă самантсем пулаççĕ, кун пек чухне çак проблемăна татса пама çул-йĕр шырама тăрăшатпăр, - тет Валентина Васильевна.
Валя аппа Шурут ялĕнчи çынсене пенсипе тивĕçтерет, конвертсем, открыткăсем, лотерея билечĕсем, сутлăх хаçат-журнал сĕнет. Почтальона ялти çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Унăн сумкинче периодикăсăр пуçне пурнăçра чи кирлĕ таварсем - çăнăх, чей, тип çу, кĕпе-йĕм çумалли хатĕрсем тата ытти те пур.
Калаçуран ку тăрăхри çынсем район хаçатне юратса вулани сисĕнет. Паянхи куна çыхăну уйрăмĕнче 2015 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха "Каçал ен" хаçата 54 çемье çырăнма ĕлкĕрнĕ. Унсăр пуçне "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ", "Хресчен сасси" тата ытти хаçат-журнал та çырăнаççĕ. Почтальонсем каланă тăрăх, хаçата ватăсем те, çамрăксем те пĕр пекех çырăнаççĕ. Çырăну вăхăчĕ декабрĕн 25-мĕшĕчченех пырать, çырăнса ĕлкĕрейменнисем, васкăр!
Источник: "Каçал Ен"