15 октября 2014 г.
Хальхи пурнăçра çамрăксем ялта юласшăнах мар. Çапах та ял пурнăçне килĕштерекенсем те тупăнаççех. Вĕсенчен пĕри - Шурут-Нурăс ялĕнче пурăнакан çамрăк хĕр, Наташа Муратова.
Наташа 1995 çулта кун çути курнă. Кĕçĕн класранах вăл лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пынă. Ытларах юрлама юратать, спортпа та туслă. Вăл нумай Хисеп грамоти илме тивĕç пулнă. 2012 çулта, Шурут вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, хĕр хулана çул тытнă. Унта Чăваш патшалăх педагогика университетне управлени факультетне вĕренме кĕнĕ. Хула пурнăçĕ килĕшменнипе, ялтах пурăнас тĕллевпе Наташа куçăн мар уйрăма куçать. Халь вăл - 3-мĕш курс студенчĕ.
- Ял çынни хуть те мĕнле ĕçе те хăйĕн вăйĕпе тума хăнăхнă. Утă çулмалла-и е вăрман касмалла, выльăх-чĕрлĕх пăхса ỹстермелле е пахча çимĕç çитĕнтермелле - ĕçчен алăсенче ĕç вĕресе çеç тăрать. Пирĕн хĕр пĕрчи те мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă. Хам Шурут вăтам шкулĕнче поварта ĕçленĕ май киле каç кỹлĕм çеç çитеттĕмччĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех Наташа эпĕ киле килнĕ çĕре аппăшĕсемпе пĕрле апат та пĕçеретчĕ, кил-çурта та тирпейлетчĕ, пахчара çум çумлатчĕ, шăваратчĕ, уттине те тавăратчĕ. "Ялта юлмах çуралнă пулĕ эсĕ", - теттĕмччĕ хăйне. Вăл вара йăл кулса çеç илетчĕ, - каласа пачĕ амăшĕ, Антонина Петровна.
2013 çултанпа Наташа Шурут ял поселенийĕнче çар учечĕпе ĕçлекен инспекторта тăрăшать.
- Ялти пурнăç питĕ килĕшет мана. Хулари хваттерте читлĕхри пекех туйăнать. Унта кỹршĕсем те пĕр-пĕрне палламаççĕ. Кунта вара - ирĕклĕх. Çулла пахчана тухни мĕне тăрать. Кỹршĕсемпе, пĕлĕшсемпе калаçатăн. Халĕ ялта та хулари пекех: çулсем яп-яка, çут çанталăк газĕпе усă куратпăр, лавкка, шкул çумрах. Условисем лайăх. Ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар. Мана ĕçĕм питĕ килĕшет, - терĕ Наталия.
"Çарта пулман каччăсене хисеплетĕн-и?" тесе ыйтсан хĕр çапла хуравларĕ: - Çамрăк каччăсен çара каясси вăл - çĕршыв умĕнчи тивĕç. Анчах та хальхи вăхăтра çартан тарса çỹрекенсем нумайлансах пыраççĕ. Шел пулин те, кун пек тĕслĕх пирĕн ял тăрăхĕнче те пур.
Малашне те çамрăксем яла нумайрах пурăнма юласса шанса тăрас килет.
Источник: "Каçал Ен"