11 октября 2014 г.
Çирĕп сывлăхлă пулма мĕн кирлĕ-ха? Паллах, тĕрлĕ хускану. Кашни кун зарядка туни çын сывлăхĕшĕн çав тери усăллă пулни çинчен пурте пĕлеççĕ. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе Шурут пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулĕнче вĕренỹ кунне зарядкăран пуçлаççĕ. Урок пуçличчен кашни ир ачасемпе Петр Ефимович Козловпа Владимир Михайлович Гаврилов йĕркеленипе 10 минут зарядка ирттереççĕ.
"Çакă вĕсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма май парать. Ирхи зарядка хыççăн ачасем урока тулли, хавас кăмăлпа кайни те аванах сисĕнет. Таса сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă пулас тесен ỹт-пĕве кашни кун çирĕплетсе пымалла, тỹсĕмлĕ пулмалла, пурнăçа юратмалла", - пĕлтерчĕ Петр Ефимович.
Чăн та, çак шкулта пултаруллă ача питĕ нумай. Сăмахран, 11-мĕш класра вĕренекен Евгений Шмелев вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать. 1-мĕш класранпах лайăх паллăсем çеç унăн дневникĕнче. Женя вĕренỹре кăна мар, спортра та хастар. Мĕн пĕчĕкрен волейболпа, футболпа, çăмăл атлетикăпа интересленет. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Район шайĕнче шкул чысне тăтăшах хỹтĕлет, умлăн-хыçлăн çитĕнỹ тăвать те хăйĕн кăтартăвне ỹстерсех пырать. Паянхи самана таппинчен юлмасăр, пурнăç илемне туйса, ырă шухăш-туйăмпа, хăй хыççăн лайăх йĕр хăварас тĕллевпе ăнтăлать вăл. Вĕренекенсем те мухтанаççĕ унпа. "Спорт вăл маншăн - малти вырăнта.
Спорт - сывлăх çăл куçĕ. Пурин те çакăн çинчен куллен асра тытасчĕ. Халиччен тунă çитĕнỹпе çеç лăпланасшăн мар-ха эпĕ. Кашни кунах уроксем хыççăн шкула спортзала волейбол секцине çỹретĕп. Ăна Петр Ефимовичпа Владимир Михайлович ертсе пыраççĕ. Манăн вĕсене пы- сăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем пулăшнипе эпĕ сывă пурнăçа суйласа илтĕм те. Кăçалхи çул Пĕрлехи патшалăх экзаменне те нумай хатĕрленмелле, çапах та спортзала çỹреме вăхăт тупатăпах", - каласа пачĕ Женя.
Источник: "Каçал Ен"