08 октября 2014 г.
"Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кỹрет", - тенĕ ваттисем. Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав професси-сене шутласа кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăçă, строитель... Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах Турă пурне те пĕр пек пултарулăх памасть çав. Çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать - çавна суйласа илет те. Вĕрентекен ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Вăл - вĕренекенсене ăс парса тỹрĕ çул çине тăма пулăшакан çын. Çав вăхăтрах пуринчен те ырă, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма, темĕнле йывăр ыйтăва татса пама пултарать, çамрăксене ăс парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Асăннă професси çăмăлах маррине те палăртса хăвармалла. Учитель хăйĕн çур пурнăçне вĕрентес ĕçе халаллать. Шурут шкулĕнчи таса чун-чĕреллĕ, хисеплĕ учительсен ячĕсене каласа та пĕтерес çук. Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăннă. Манăн сăмахăм çак шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен А.В.Лукина çинчен пырĕ.
Александра Васильевна 1973 çулта Шурут ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шел пулин те, ашшĕ вăл 2-ре чухне чирлесе çĕре кĕнĕ. Амăшĕ 5 ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Çемьере чи кĕçĕнни пулнă, ĕçе пĕчĕклех вĕрентнĕ ăна. Пĕрремĕш хут шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтнĕ хĕр пĕрчи. 2-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таран 5 паллăпа çеç вĕреннĕ. Шурут вăтам шкулĕнчен медальпе вĕренсе тухакансенчен пĕрремĕшĕ вăл. Учитель пулас ĕмĕт пĕрремĕш класранах пуçланнă Шурăн. Алла аттестат илнĕ хыççăн Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне филологи уйрăмне вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухсассăн çулталăк Шупашкарти 56-мĕш шкулта вăй хурать, кайран Йỹç Шăхаль шкулĕнче тăрăшать. 2006 çултан пуçласа паянхи кунччен Шурут вăтам шкулĕнче ĕçлет.
Александра Васильевна - пур енлĕ аталаннă, маттур çын. Унăн мĕн чухлĕ Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕ. Пултаруллă вĕрентекене ĕçре малти вырăнта хăйне чапа кăларасси мар, вĕренекенсене, вĕсен пултарулăхне мала ярасси ытларах хумхантарать. Вăл яланах ачасемпе пĕрле. Кашни вĕренекенĕн çитĕнĕвĕ ăна хăйĕнни пек савăнтарать. Унăн урокĕсем яланах интереслĕ. Вĕренекенсене тарăн пĕлỹ пама тăрăшать, тăван чĕлхене юратма вĕрентет.
Александра Васильевнăн 4 ача. Асли, Руслан, Хусанти Федераллă университетăн хими факультечĕн студенчĕ. Пултаруллă та хастар каччă Раççейри хими олимпиадинче 3 çул çĕнтерỹçĕ пулса пынă, РФ Президенчĕн В.Путинăн 60 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Менделеев ячĕллĕ хими олимпиадинче бронза медале тивĕçнĕ, Ташкентра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хими олимпиадинчен бронза медальпе таврăннă.
Унăн йăмăкĕ Сильвина та, пиччĕшĕ пекех пултаруллă-скер, 7-мĕш класра ăс пухать. Хĕрача, вĕренỹре хастарлăхпа палăрса тăнисĕр пуçне, сăвă-калав çырма та юратать. Ку пултарулăх ăна амăшĕнчен куçнă. Александра Васильевна хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ хаçатпа туслă пулнă, халĕ пушă вăхăтра прозăра чунне уçать. Çывăх çыннине кура хĕр ача та учитель пулма ĕмĕтленет. "Манăн кĕçĕн классене вĕрентес, вĕсене çырма-вулама хăнăхтарас килет", - тет вăл. Ĕмĕчĕсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, вылянă май пурнăçа кĕртме те хăтланать. Шкултан таврăнсан йăмăкĕсене сĕтел хушшине лартать те урок ирттерме пуçлать.
Икĕ йăмăкне, Валерийăпа Ксюшăна, Етĕрнери ача çуртĕнчен усрава илнĕ. "Çын ачине хуть мĕн парсан та пăхса пурăнаймăп, хам ачана юратнă пек ăшă пулаймăп унпа", - çапла сăмахласа тăлăхсене хỹтлĕх паракансем çине чалăшшăн пăхакансем те пур пирĕн хушăра. Александра Васильевна çын сăмахне хăлхана чикме хăнăхман. "Кашни çыннăн пурнăçра ырă ят хăвармаллах. Пĕри ăна ĕçре, тепри ыр кăмăллăхра кăтартать. Манăн мĕн пĕчĕкрен ĕмĕт пурччĕ, çемьере чи кĕçĕнни пулнă май, йăмăкпа ỹсес килетчĕ. Ывăлăм, ытларах наука енне туртăннăскер, 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ наци лицейне химипе биологи класне вĕренме кĕчĕ. Сильвина пиччĕшĕшĕн питĕ тунсăхлатчĕ, мĕншĕн манăн йăмăк çук-ши тесе те час-часах калатчĕ. Тăлăх ачасене телевизорпа курнă чухне пĕрне те пулин анне ăшшине парас килет. Пĕррехинче "Чуварлей" санаторинче аппăшĕпе йăмăкĕ пуррине илтрĕм. Килте ачасемпе канашланă хыççăн унта çул тытрăм. Çак икĕ тĕпренчĕкпе паллашнă хыççăн документсене хатĕрлесе пĕтерсе киле илсе килтĕм. Çав кун тĕлне Русланпа Сильвина Валерийăпа Ксюша валли парнесем хатĕрленĕ иккен, пĕчĕк концерт та лартса пачĕç вĕсем.
Усрава илнĕ тата тăван ачасенче расна юн чупать пулин те, вĕсене туслă пулма, пĕр-пĕрне пулăшса тăма, çынлăха упрама вĕрентес килет манăн. Ачасем чăнах та килĕштереççĕ, куншăн чунăм савăнать. Енчен те пурне те пĕр пек, уйăрмасăр юратма пултараймастăн пулсан, ку ĕçе пуçăнмалла та мар. Кашнинчех юрату, тỹсĕмлĕх, ачасене çын тăвас ĕмĕт пулмалла", - тет вăл чун-чĕри витĕр тухакан ăшăлăхпа, куçĕсенчи телей çутипе таврана ырăлăх сапса.
Чăнахах та, ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, талантлă, культурăллă вăл, Александра Васильевна. "Учитель ĕçĕ яваплă пулин те, вăл - манăн юратнă професси. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлỹлĕх тĕнчине тухас кăмăл пысăк. Хам мĕн пĕлнине пĕлменнипе тавçăрайманнисем патне çитересси мана Турă умĕнче ырă ĕç тунă пекех туйăнать. Учитель çăлтăр пек - ачасемшĕн çутă тĕслĕх те, çул кăтартакан та, ырра вĕрентекен те. Ачасен шăпине татса паракан çын. Эпĕ те хамăн ăшри туйăма ачасем патне илсе çитерме тăрăшатăп. Шкул алăкĕ вăл - асамлăх, ачасен пуян тĕнчи, çамрăклăх. Çак шкула нумай çул утатăп. Эпĕ ĕçлекен коллективра пурте пултаруллă, пĕр-пĕрне пулăшсах тăратпăр. Вĕсен хушшинче мана вĕрентнĕ аслă юлташсем те, хамăн тантăшсем те пур. Коллективри кашни çын çинчен чи ырă сăмахсем çеç калама пултаратăп", - пĕлтерчĕ вĕрентекен. Кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларма ăнăçупа тỹсĕмлĕх сунас килет Александра Лукинана.
Источник: "Каçал Ен"