Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур хĕр ача

04 октября 2014 г.

Шурут вăтам шкулĕнче маттур вĕренекен нумай. Вĕсенчен пĕри - Ксения Козлова. Вăл Йỹç Шăхалĕнчен, пуçламăш класран пуçласах кашни кунах шкула кỹршĕ яла çỹрет. Хĕр ача 11-мĕш класра пĕлỹ пухать. Ксюша пур предметпа та "5" паллăпа çеç вĕренсе пырать. Хĕр ача обществăлла ĕçре те хастар. Шкулти "Рассвет" пĕрлешĕвĕн президенчĕн тивĕçне пурнăçлаканскере яланах шанма пулать, ушкăна нихăçан та йывăрлăха кĕртсе ỹкермĕ вăл. Тантăшĕсене яланах пулăшма хатĕр, кирлĕ сĕнỹсем парать. Хушнă ĕçрен нихăçан та пăрăнмасть. "Ăçтан пурне те ĕлкĕрме пултарать-ши вăл?" - тĕ-лĕнеççĕ вĕрентекенсем те. Олимпиадăсене хутшăнса К.Козлова кашни çулах шкулта, районта тата республикăра палăрать, сахал мар Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Литература предмечĕпе иртнĕ районти олимпиадăра 3-мĕш вырăн, тăван ен культурипе - район олимпиадин призерĕ, "Н.В.Никольский - наш знаменитый земляк" республика конкурсĕнчен 2-мĕш вырăнпа таврăннă. "Будущее моей страны - в моих руках" ятпа районти сочинени конкурсĕнче 3-мĕш вырăн, мультимедийлă презентаци хатĕрлесе "Чăвашлăх тĕнчи" тĕпчев ĕçĕпе 3-мĕш вырăна тивĕç пулнă. Спортпа та туслă Ксюша. Ытларах волейболла тата футболла выляма юратать.

Ташлама-юрлама та ухата, сăвă калама ăста. Пушă вăхăтра, килти ĕçсене туса пĕтерсен, кĕнеке вулать. Ялан мĕн те пулсан çĕннине пĕлме тăрăшать. Вĕрентекенсем мухтанаççĕ Ксюшăпа, вĕренекенсем унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Ăçта вĕренме каясси çинчен ыйтсан: "Манăн икĕ ĕмĕт, пĕри вăл - журналист специальноçне алла илесси, тепри хальлĕхе вăрттăнлăх пултăр", - терĕ. Паянхи кунпа çеç пурăнмасть пике, вăл халăх малашлăхĕ çинчен те шухăшлать, тăван чĕлхе шăпи те канăç памасть ăна.

- Яланах тăван чĕлхепе калаçма тăрăшатăп, чĕлхерен вăтанас йăла çук манăн. Чăваш чĕлхин малашлăхне ĕненетĕп! Эпир пур вĕт-ха, пирĕн хыçран та чăвашсемех юлĕç, - тет вăл. Халĕ вара Ксения Козлова пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленет, вĕсене ăнăçлă тытасса шансах тăрать. Ксюшăна ăнăçу сунатăп, ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыччăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика