Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Иккĕмĕш çăкăра" вăхăтра суйласа пĕтересшĕн

01 октября 2014 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр улмине кăларса пуçтарнă та ĕнтĕ. Вĕсен шутĕнче - "Урожай" колхоз та. Кунта уя сентябрĕн 7-мĕшĕнче çĕр улми кăларакан комбайн тата ытти ĕçченсем тухрĕç. Комбайнпа Владимир Мунтайкинпа Сергей Смирнов тăрăшса ĕçлерĕç.

"Кăçалхи çул шăрăх пулчĕ пулин те, ытти хуçалăхсем пек, "иккĕмĕш çăкăр" анине шăварса тăраймарăмăр. Çапах та 90 гектар çинче "Удача", "Рокко", "Любава" сортсем çитĕнтертĕмĕр, 2000 тонна çĕр улми кăларса кĕртрĕмĕр", - пĕлтерчĕ тĕп агроном В.Ф.Денисов.

Çанталăка айăпласа лармаççĕ вĕсем. Хуçалăх экономикине аталантарма çул-йĕр шыраççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшаççĕ. Çĕр улмине хиртен йĕтем çине Анатолийпе Геннадий Каторгинсем турттарса тăчĕç.

Кĕртсе хунипе кăна мар-ха, ăна суйласа тĕрлĕ ушкăна пайламалла-çке. Ку ĕçе пурнăçланă çĕрте те кашни çулах ял халăхĕ хастар тăрăшать. Колхозра çĕр улми ĕçĕпе Тутар Шурут, Шурут тата Шурут-Нурăс бригадисем ĕçлеççĕ. Кашни ушкăнра 15-20-шер çын тăрăшать. Малалла та çакăн пек хăвăртлăхпа ĕçлесен тепрер эрнерен суйласа пĕтерме шантараççĕ ĕçченсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика