13 сентября 2014 г.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче çĕршыври ытти ача-пăчапа пĕрле парта хушшине Шурут вăтам шкулĕн ачисем те ларчĕç. Вăл шкул - республикăра чăн малтан уçăлнисенчен пĕри, 175 çул тултарчĕ.
Архиври документсенчен паллă - 1839 çулхи августăн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Шурут ялĕнче шкул уçнă. Шкула 50 арçын ача вĕренме илнĕ. 1867 çулта шкула Хусан вĕренỹ округĕнче чăваш шкулĕсен инспекторĕ, паллă этнограф Н.И. Золотницкий тĕрĕсленĕ. 1874 çулта шкулта чăваш, вырăс тата ирçе хресченĕсен 42 арçын ачи тата 20 хĕрачи вĕреннĕ. Тепĕр икĕ çултан ачасен шучĕ 67-е çитнĕ. Ку йĕри-таврари Шурут чиркỹ прихутне кĕрекен 18 ялти шкул çулне çитнĕ 8-12 çулти ачасен вунă проценчĕ анчах. Пĕр ялтан 2-3-ĕн кăна шкула çỹренĕ. Çакнашкал лару-тăру ХIХ ĕмĕр вĕçне çитичченех тытăнса тăнă. Çав вăхăтра хресченсем ачисене вĕрентессишĕн питех тăрăшман, влаçра ларакансем хистенипе анчах янă.
1875 çулта ялта хĕрачасем валли те шкул уçнă. Анчах тытса тăма укçа-тенкĕ çитменрен икĕ çултан вăл хупăннă. Хĕрачасен шкулне уçма Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх шкулĕсен директорĕ И.Н. Ульянов тăрăшнă. Вăл кайран та Шурут шкулĕн пурнăçĕпе кăсăклансах тăнă.
Чăвашпа ирçе ачисем йывăррăн вĕреннĕ, мĕншĕн тесен малтанхи çулсенче вырăсла кăна пĕлỹ панă. Çав вăхăтра сахал йышлă халăхсен букварь пулман. Вĕрентекенсем вырăссем пулнă, вĕсене йывăр килнĕ. Малтанхи вăхăтра ачасене Шурут чиркĕвĕн пупĕсем пĕлỹ панă. ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче шкулта Хусанта тата Чĕмпĕрте ятарласа пĕлỹ илнĕ чăваш тата чăвашла пĕлекен вырăс учителĕсем ĕçлеме пуçланă. Василий Кашкаровпа Федор Благовидов, А.Михайлов, Емельян Павлов çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн тăрăшнă.
Çулсем иртнĕ май вĕрентỹ пахалăхĕ ỹснĕ. 1876 çулта вĕренсе тухнă Ирçе-Çармăс çамрăкĕ Макар Евсевьев Хусанти тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ, каярахпа вăл Хусанти Хĕвелтухăç Академийĕн профессорĕ пулса тăнă, ирçепе мăкшă халăхĕсене çутта кăларассишĕн нумай тăрăшнă. Пỹртлĕ ялĕнчи чăваш ачи Александр Полетаев 1883 çулта Чĕмпĕрти гимназие вĕренме кĕнĕ. Вăл унта В.И.Ленинпа пĕр класра вĕреннĕ. Шурут ачи Александр Матвеев 1886 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Шурут-Нурăс хĕрĕ Варвара Алексеева Хусанти учительсен семинарийĕнче пĕлỹ илнĕ. Вĕсем пурте Атăл тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсене çутта кăларас ĕçре тăрăшнă.
Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче шкулта Михаил Степанов вĕрентнĕ. 1924-1935 çулсенче ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Ленин, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Раиса Александровна Раськина ĕçленĕ. Çав çулсенче шкулта унăн мăшăрĕ Николай Степанович та вĕрентнĕ. 1918 çул хыççăн пĕлỹ çуртне "хресчен çамрăкĕсен шкулĕ", каярах - "колхоз çамрăкĕсен шкулĕ" теме пуçланă. Çав çулсенче ял халăхĕ хушшинче хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕçре шкулăн тỹпи питĕ пысăк пулнă.
1933 çулта шкула "тулли мар вăтам шкул" (7 çул вĕренмелли) теме пуçланă. Вăл вăхăтра Николай Андрианович Степанов директор пулнă. 1960 çулта шкулта 8 çул вĕренмелле туса хунă. 1962 çултанпа вăл - вăтам шкул. ХХ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсенчен пуçласа В.Н.Максимов, А.Г.Ефимов, А.А. Ильин, Н.Л. Петров, Ю.Е. Ложкова, Н.А. Кутузов, Г.Е. Длинов (ЧР вĕрентỹ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ), А.Н. Ершов, В.В. Скворцов, Т.И. Колпакова директорта ĕçленĕ. Вĕсем пурте хăйсен вăхăтĕнче шкул аталанăвĕшĕн, вĕренекенсене тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшнă. Хальхи вăхăтра пĕлỹ çуртне Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Н.И.Андреев ертсе пырать.
Шкулта 30 çул хушши (1948-1977) кĕçĕн классенчи ачасене Валентина Петровна Корытникова вĕрентнĕ. Вăл Чăваш АССР тата РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Биологи учителĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентỹ хисеплĕ ĕçченĕ Анисия Константиновна Алексеева 35 çул ытла (1977-2013) ĕçленĕ.
175 çул хушшинче шкул пин-пин ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кунта пĕлỹ илнисен йышĕнче - экономикăн тĕрлĕ отраслĕн специалисчĕсем, социаллă тытăм ĕçченĕсем, çар çыннисемпе патшалăх деятелĕсем. Нумайăшĕ промышленноçăн, ял хуçалăхĕн, культурăн, вĕрентĕвĕн, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕсене, патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Шурут шкулĕнчен вĕренсе тухнă çĕр-çĕр салтак Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăван тăрăха орден-медальпе таврăннă. Шел, вăрçă хирĕсенче выртса юлнисем те чылайăн. Акă, Шурут ялĕнчи Максимовсен килĕнчен вăрçа сакăр ывăл тухса кайнă, пиллĕкĕшĕ тăван ене таврăнайман.
Шкулта вĕреннисем хушшинче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрçă хирĕсенче интернационал тивĕçне пурнăçланисем те пур. Ял шкулĕнче пĕлỹ илсе пурнăçра пысăк ỹсĕм тунă çын нумай. Вĕсен хушшинче: В.А. Ильин - Раççей Тинĕс-Çар Флочĕн Аслă Штаб ертỹçин пĕрремĕш çумĕ, вице-адмирал; В.П. Нелюбов - Хусан университечĕн сывлăха сыхлас ĕç кафедрин профессорĕ, медицина наукисен докторĕ; А.П. Милли (Прокопьев) - публицист, поэт, куçаруçă, "Хыпар" хаçат редакторĕ; П.С. Слесарев партипе патшалăх тытăмĕнче ĕçленĕ, Астрахань хула парти комитетчĕн ВКП(б) пĕрремĕш секретарĕ; А.М. Белкин - Санкт-Петербург хулинчи А.Ф. Можайский ячĕллĕ Гражданла авиаци академийĕн вĕрентекенĕ, техника наукисен кандидачĕ, полковник; П.М. Аюков - "Урожай" колхоз механизаторĕ, "Ĕç Мухтавĕ" 2-мĕшпе 3-мĕш степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ; А.П. Белков - Раççейри агрохими службин Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; Л.Н. Толстова, Е.Н. Галкина - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕсем, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем; В.Д.Белков - "РЖД" УАО Хĕвелтухăç-Çĕпĕр чукун çулĕн патшалăх тĕп инспекторĕ, РФ III класлă советникĕ, РФ чукун çул хисеплĕ ĕçченĕ; М.И. Волков - Шупашкарти коопераци институчĕн физкультурăпа спорт кафедрин ертỹçи, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; О.В. Максимов - Çĕнĕ Шупашкарти хула больницин урологи уйрăмĕн ертỹçи, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ. А.Н. Ершов, "Урожай" колхоз председателĕ, В.И. Голубева (Рябчикова), хуçалăх ĕçченĕ, тĕрлĕ вăхăтра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн (ЧАССР Аслă Канашĕн) депутачĕсем пулнă. Тĕрлĕ вăхăтра шкулта вĕреннĕ, ĕçпе палăрнă çынсем тата та пур. Вĕсем хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те пурăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра шкулта пилĕк ялтан çỹрекен 130 ача ăс пухать.1987 çулта кунта 500 вырăнлă çĕнĕ шкул çуртне хута янă. Вĕрентекенсем тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, пурнăçăн тумхахлă çулĕпе такăнмасăр утма хăнăхтараççĕ. Шкул администрацийĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пысăк та пĕлтерĕшлĕ куна 2014 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче паллă тума хатĕрленеççĕ. Вĕсем çак кун тĕрлĕ вăхăтра шкулта ĕçленĕ тата вĕреннĕ çынсем хăнана пуçтарăнасса шанаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"