10 сентября 2014 г.
"Урожай" колхоз кăçал 1258 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырă çитĕнтернĕ. Тĕп агроном В.Ф. Денисов пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра вырма ĕçĕсем çак кунсенче вĕçленмелле. Уй-хирте тăрăшакан виçĕ экипаж членĕсем пурте хастар, тăрăшуллă. Кашниех çак ĕçре чылайшар çул вăй хунинчен те килет ĕнтĕ çакă.
Акă, Николай Гаврилов кашни çулах вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларать. Кăçал вĕсем Владимир Маков пулăшуçипе пĕрле "Вектор" комбайнпа тăрăшаççĕ. Вырма пуçланнăранпа иккĕшĕ 1 пин тонна яхăн тырă çапса тĕшĕленĕ. Уй-хирте тухăçлă çитĕннĕ пуянлăхшăн вĕсем чунтан хĕпĕртеççĕ. Ытти вăхăтра Николай Михайлович хуçалăхра ревизор ĕçĕсене пурнăçлать, вăл - сăнав комиссийĕн председателĕ. Тăван хуçалăхра ун валли яланах ĕç тупăнать. Ĕçчен те пуçаруллă пулнăшăн ăна колхоз ертỹлĕхĕ те, пĕрле ĕçлекенсем те хисеплеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"