05 апреля 2014 г.
Йỹç Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Васильевич Архипов çерем çĕрсене уçма кайнă тапхăра пурнăçĕнчи телей çулĕсемпе танлаштарать. Çав çулсене вăл халĕ те йăл кулăпа, ăшă кăмăлпа аса илет. Çерем çĕрсем уçнă чухне савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă. Аса илĕвĕсене хут çине куçарас пулсассăн пĕр-пĕр повеç çырма пулать. Николай Архипович пире аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Малтанхи çулсенче яшсемпе каччăсен çак пархатарлă ĕçе хутшăнма кăмăл пулнă пулин те, пурте унта çул тытайман. Хăшĕ-пĕрин професси пулман, теприсем вырăнта кирлĕ пулнă. Николайăн та çерем çĕрсене уçма тытăнсанах кайма май килмен. Чунра тĕвĕленнĕ шухăша пурнăçлас тесе вăл Канаш хулине механизатора вĕренме каять. Ĕç тухмасть, ушкăнĕсене калăпласа пĕтернĕ иккен. Чăваш каччисем аптăрамаççĕ, пĕрле пухăнаççĕ те Казахстана тухса каяççĕ.
- Петропавловск хулине çитрĕмĕр, вокзалта вырнаçнă хыççăн ыйтса пĕлмелли бюрона пытăмăр. Хамăрăн ĕçлес шухăша пĕлтертĕмĕр. Унта ларакансем пире ăçта, мĕнле каймаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Булаевски районĕнчи Чистовскири училищĕне çитрĕмĕр. Пире хаваспах йышăнчĕç, пурăнма общежити те пачĕç. Тăватă уйăх вĕреннĕ хыççăн ĕçе кỹлĕнтĕмĕр. Шăпах çур аки вăхăчĕччĕ. Манăн Ковалев мастерпа С-100 тракторпа ĕçлемелле пулчĕ. Трактор хыçне 5 корпуслă икĕ плуг кăкартăмăр, халиччен тытман çĕрсене сухаларăмăр. Палăртнă ĕçсене вĕçлесен, пире кĕрхи вырмана хатĕрленме татах вĕрентме пуçларĕç. Кĕркунне тĕлне тракторист-машинист профессиллĕ пултăм. Дипломлă специалистсене тĕрлĕ совхозсене ĕçлеме ячĕç. Манăн Исиль-Кульский совхоза каймалла терĕç. ДТ-54 трактор çирĕплетсе пачĕç те ĕçе пуçăнтăмăр, - аса илет иртнине сăмах çăмхине сỹтсе ватă.
Хирсене пуçласа сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртнипе, элеватора турттарса ĕлкĕрейменнипе тырра хиртех улăм ури пек купаласа хунине те лайăх ас тăвать вăл. Çумăрсем лỹшкенипе, çил вĕрнипе çиелти сийĕ калчалансах кайнă, купари тырăшăн лайăх виткĕç пулнă вăл. Хĕлле çеç тырра вырнаçтарса пĕтернĕ. Техника пĕр чарăнмасăр, юсавлă ĕçленине ятарлă çын тĕрĕслесе çỹренĕ. Ăна трактор бригадирĕ тенĕ. Вăл çỹрекен лаша урапи çинче тракторсемпе комбайнсене юсамалли е улăштармалли тĕрлĕ саппас пайсем нумай пулнă.
- Техника чарăнса ларнине курсассăнах, вĕçтерсе те çитетчĕ бригадир, çийĕнчех юсама пулăшатчĕ. Кунне 3 хутчен апат çитеретчĕç. Каçхине ĕçрен пушанса таврăнсан та апат çителĕклехчĕ, - тет иртнине куç умне кăларса Николай Васильевич.
Вăл ĕçлекен совхоз пуян пулнине, унта пурăнакансем аван, тулăх пурăннине, выльăх-чĕрлĕх нумай тытнине те асăнчĕ ватă. Ĕçлекенсем валли хваттер енĕпе те чăрмав пулман, унпа кашнинех тивĕçтернĕ.
Вырма пĕтсен техникăна хĕл каçма лартнă. Николай Васильевич ĕç укçи илсе тăван ене таврăннă. Кунтах ĕçе кỹлĕннĕ. Çак пархатарлă ĕçе хутшăнни унăн асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Нумаях пулмасть çерем çĕрсене уçма хутшăннисемпе йĕркеленĕ уявра та пулнă Николай Васильевич. Унтан хавас кăмăлпа таврăннă вăл. Уява пуçтарса чысланине мĕн çиттĕр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"