Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕк ĕмĕртен те манăçмаççĕ çав çулсем

19 февраля 2014 г.

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 25 çул çитрĕ. Çав кун Раççейре воин-интернационалистсене сума суса Асăну кунĕ иртрĕ.

Çамрăк каччăсемшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн, тăванĕсемшĕн нумай хурлăх илсе килнĕ ют вăрçăра совет салта-кĕсем 9 çул та пĕр уйăх та 19 кун пулнă. 15 пин совет салтакĕпе офицерĕ афган çĕрĕнче пуçне хунă, 6 пинĕ киле таврăнсан чир-сурана пула вилнĕ. 311-ĕн хыпарсăр çухалнă. Афганистанра пынă хирĕçтăрусене Комсомольски тăрăхĕнчен те 225 каччă хутшăннă. Шел пулин те, унта Комсомольски районĕ пилĕк ывăлне çухатрĕ: Виктор Тумакова (Тăманлă Выçли), Игорь Гаврилова (Хирти Явăш), Фазых Тазетдинова (Элпуç), Сергей Шмелева (Йÿç Шăхаль) тата Владимир Крылова (Аслă Чурачăк).

Февралĕн 14-мĕшĕнче афган вăрçи витĕр тухнă ентешсене чыслама Аслă Чурачăкри информаципе культура центрне йыхравларĕç. Çак каç унта интернационалист-салтаксем, пуçне хунă ентешсен тăванĕсем, хăнасемпе ял çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Асăну каçне уçнă май Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов унпа пĕр çулхисене Афганистан вут-çулăмне пĕрремĕш кĕме тÿр килнине палăртрĕ. Çак тăрăхран 20 яшăн служби сăртлă-туллă çĕр-шывра иртнине каларĕ Юрий Геннадьевич, вĕсене кашнинех ятран асăнчĕ. Унăн пăлхануллă пуплевĕнче çухатусен йÿçекĕ, Тăван çĕр-шыва цинк тупăксемпе таврăннисемшĕн чун ыратни те яр-уççăн палăрчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев çапăçу хирĕнче пуçне хунă ентешсен ячĕсене аса илчĕ. «1979—1989 çулсенче нумай совет салтакĕ интернационалла пулăшу миссийĕпе афган çĕрĕ çинче службăра пулчĕ. Унтан нумайăшĕ аманса-сусăрланса, сывлăхне çухатса таврăнчĕ, 119 чăваш ачи пуçне хучĕ. Малашне кун пекки ан пултăрччĕ, тĕнче тăнăç тăтăр», — терĕ Михаил Романович. Вăл ветерансене çирĕп сывлăх сунчĕ, вĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртрĕ. Ывăлĕсене тивĕçлĕ ÿстернĕшĕн ашшĕ-амăшне те тав сăмахĕ каларĕ.

Савăнăçлă та хурлăхлă каçа Афганистан ветеранĕсен Комсомольски районĕнчи совечĕн председателĕ Виктор Гаврилов, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Гаврилов, Афганистан вăрçă ветеранĕсен Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Владимир Назаров хутшăнчĕç. Владимир Павлович икĕ вете-рана юбилей медалĕпе наградăларĕ. Валерий Николаевич интернационалистсене тата В.Крыловăн амăшне, Ольга Захаровăна, Аслă Аттелĕх вăрçин участникне Рафагат Айнетдинова асăнмалăх парнесем, чечексем пачĕ.

Пуçне хунă салтаксене асăнса пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç.

Концерт программине Аслă Чурачăкри культура ĕçченĕ Сергей Просвирнов «Офицеры» юрăпа уçрĕ. Шурут ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ «Шăхаль» эстрада ансамблĕ залра ларакансене чуна пырса тивекен юрăсемпе, хаваслă ташăсемпе тата кулăшла сценкăсемпе савăнтарчĕ. Вĕсен репертуарĕнчи çар тематикипе çыхăннă юрăсем интернационалист-салтаксен куçĕсенчен куççуль те кăларчĕç, аса илÿсен авăрне те путарчĕç.

Асăну каçĕ Раççей çинчен хывнă юрăпа вĕçленчĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика