15 февраля 2014 г.
Ман шутпа, ял-йышра е ĕçре хисепе тивĕçес тесен çыннăн чи малтанах ырă кăмăллă, сăпайлă тата ĕçчен пулмалла. Шăпах çавăн пек паха енсемпе палăрать те ĕнтĕ Йÿç Шăхалĕнче пурăнакан Константин Шмелев.
Шурут вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл çар ретне тăнă. Аякри Германире çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçласа тăван яла таврăннă, «Урожай» колхозра колхозникре ĕçленĕ.
Ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе, 1979 çулта Орел хулинчи ял хуçалăх училищинче пĕлÿ илнĕ, унтах 4 çул осеменаторта тăрăшнă.
«Ăçта çуралнă — çавăнтах кирлĕ пулнă», — теççĕ халăхра. Константин Петрович 1983 çулта çемйипе тăван яла таврăннă, колхозра ĕçлеме пикеннĕ.
30 çул ытла ял хуçалăхĕнче ĕçлекенскер, ăçта, мĕн хыççăн мĕн аксан лайăх шăтнине куç хупса пĕлет вăл. Ун пеккине вара ĕçне чунтан парăннă çынсем кăна пултараççĕ.
Константин Петровича коллективра хисеплеççĕ. Çамрăксене кирек хăçан та вăл сĕнÿ-канашпа пулăшать, ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕрентет.
Ĕçри хастарлăхшăн К.Шмелева 2009 çулта Чăваш Ен Президенчĕн Тав çырăвĕпе наградăланă. Акă, кăçал та кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче вăл Рос- сия Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçнĕ.
Сăмах май, унăн мăшăрĕ Любовь Григорьевна та колхозра чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ, малти ретре пулнă.
Туслă мăшăр виçĕ ача ÿстерсе вĕсене аслă пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани панă. Чăннипех те Шмелевсем — тĕслĕхлĕ çемье.
М.Илларионова
Источник: "Каçал Ен"