18 января 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республикăри агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, министрсем, тĕрлĕ ведомство ертÿçисем, влаç органĕсен представителĕсем, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх организацийĕсемпе тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Республикăри хресченсен 2013 çулхи ĕç-хĕлне Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче те пĕтĕм-летнĕччĕ. Праçникре çитĕнÿсемпе пĕрле çитменлĕхсен сăлтавĕсене тĕплĕн тишкересси йăлара çук-ха. Михаил Васильевич ларусен пысăк залне пухăннисене халичченех канăç паман ыйтусене пĕрле татса пама, çĕнĕ шухăшсем сĕнме чĕнсе каланă. Ял хуçалăхне аталантарасси экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланнине палăртнă. Лайăх ертÿçĕсем пуçаруллă ертсе пынăран нумай хуçалăхăн экономика-финанс кăтартăвĕ савăнтарать, тупăшĕ те аванах. Ĕçлекенсем шалупа кăмăллă. Ăна вăхăтра илеççĕ.
Тĕл пулура районти «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов тухса калаçнă, хумхантаракан ыйтусене хускатнă.
Источник: "Каçал Ен"