16 октября 2013 г.
Çак кун Шÿç Шăхаль клубĕнче ĕçлекен Людмила Степановна Козлова килĕнче ĕлĕкхи-авалхи йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕллевлĕ ватăсем пухăннă. Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ епле Пукрав «ăшшине хупнине» кăтартса панă.
Юнтапара пурăнакан Валентина Лепешкина, Вера Кутузова, Валентина Кузьмина, тăххăрмĕш теçеткере пыракан Петр Козловпа Евдокия Бакеева, Лидия Спиридонова (виççĕшĕ те Йÿç Шăхальсем) ĕлĕкхи юрăсене аса илсе шăрантарнă. Вĕсене Л.Козлова çырса илнĕ.
Аслă çулсенчи юрăçсене Николай Кузьмин купăсçă кĕвĕ каласа юрлаттарнă.
Çавăн пекех уява пухăннисем çавра сĕтел хушшинче Пукрав кукăльне тутанса пăхнă.
Источник: "Каçал Ен"