Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунне парса тăрăшать

12 октября 2013 г.

Кăçалхи Вĕрентекен кунĕнче наградăна тивĕçнисенчен пĕри — Фения Салеева. Вăл Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче пуçламăш классене пĕлÿ парать.

Фения Арифулловна Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1987 çулта, алла диплом илсен, тăван яла таврăнса шкулта ĕçлеме пикеннĕ. «Пĕрремĕш ĕç кунне хальхи пекех ас тăватăп. 19 ача — 2 хĕр ача та 17 арçын ача — ларчĕ парта хушшине. Урок хыççăн юлса класĕпех кĕнекесем вулани, вĕренÿре кая юлнисене темăна ăнлантарни тата ытти те асăмрах. Паянхи кун вĕсем врачсем, следовательсем, экономистсем... Уявсенче яланах шăнкăравлаççĕ, кĕрсе тухма та манмаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чунтан савăнатăп», — терĕ вăл.

Ф.Салеева 1995 çулта Чĕчкен каччипе Ришат Небиулловичпа çемье çавăрнă. Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем. Гельшат Канашри фи-нанспа экономика колледжĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Гельназ ялти шкулта 9-мĕш класра пĕлÿ пухать.

«Турăран учитель» теççĕ Фения Арифулловна пеккисем çинчен. Чунне парса тăрăшакан вĕрентекеншĕн çакă мар-ши чи пысăк награда?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика