09 октября 2013 г.
Кĕрхи çанталăк кĕске ăслă тесе ахальтен каламаççĕ. Çак кунсенче уяр çанталăкпа усă курса районти пур ватти-вĕтти уй-хирте «иккĕмĕш çăкăр» пуçтарать.
Акă, çак ĕçрен Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе учительсем те айккинче юлмарĕç, «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн хирĕнче ĕçлерĕç.
«Кунсерен 30-шар ача — çиччĕмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем — çанă тавăрса тăрăшрĕç. Вĕсемпе пĕрле Ираида Алексеева библиотекарь, Александра Лукина, Любовь Тарасова, Валентина Иванова, Фаягель Абзалилова, Петр Козлов педагогсем, Марина Федорова пионервожатăйпа Ирина Шмелева лаборант тата ыттисем те ĕçлерĕç. Вĕсене пурне те пысăк тав», — терĕ Константин Лепешкин председатель.
Ачасене уй-хирте вĕри апатпа столовăйĕнче ĕçлекенсем тивĕçтереççĕ. Акă, Антонина Петровна Муратовăпа Ираида Федоровна Васильева поварсем пĕçернĕ апата ачасем кăмăлласа çиеççĕ.
«Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 20 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. Александр Еремеевпа Валерий Ложков трактористсем копалкăпа çĕр улми кăлараççĕ. Пуçтарнă çимĕçе Василий Федоровпа Константин Мулгачев водительсем ГАЗ-53 маркăллă автомашинăсемпе путвала турттараççĕ. Йÿçшăхальсем ыран-паян çак ĕçе вĕçлесшĕн.
«Иккĕмĕш çăкăра» лайăх ÿстерме мĕн чухлĕ вăй-хал, ăсталăх кирлине çĕр ĕçĕпе аппаланакан çын кăна пĕлет.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"