Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей çыннисене сăра тата тухья тума вĕрентнĕ

21 сентября 2013 г.

«Культура» телерадиокомпани ушкăнĕ «Раççей, эсĕ манăн юрату» фильм валли республикăри чăваш халăхĕн культурине, йăла-йĕркине халалланă кăларăмсен ярăмне ÿкернĕ. Асăннă канал пирĕн çĕр-шыври нацисемпе сахал йышлă халăхсен пурнăçĕпе тата культурипе тăтăшах паллаштарса тăракан телесюжетсене эфира кăларать. «Раççей, эсĕ манăн юрату» проект Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Программăна Франци издателĕ тата хальхи искусство коллекционерĕ Пьер Кристиан Броше ертсе пырать. Вăл Раççейре çирĕм çул ытла пурăнать, кунтах çемье телейне тупнă. Раççейпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе вăл Урал тăрăхне, Чукоткăна, Алтая, Якутие, Пушкăрстана, Мордовие çитнĕ, вырăнти халăхсен йăли-йĕркине тĕпченĕ.

Хальхинче Броше ушкăнĕ Чăваш Енри Пăлапа Юхма тăрăхĕпе паллашнă. Сентябрĕн 10-мĕшĕнче сумлă хăнасем пирĕн районти Йÿç Шăхаль ялне çитсе курнă. Вĕсем тăрăхри ăста маçтăрăн хушпу, тухья хатĕрлекен ал ăстин Людмила Степановна Козлова ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче хăнасем Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕнче пулнă. Шăпах унта мăн асаттесем ĕлĕк-авал сăра мĕнлерех тунине сăнласа паракан документла фильм ÿкернĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене, сăра вĕретнине районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи В.Павлов) кăтарса панă. Ансамбль кунашкал мероприятисене пĕрре мар хутшăннă. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе республикăра çеç мар, Раççейре те, унăн тулашĕнче пурăнакансене те савăнтарнă.

— Проекта хутшăнма шăпах пире суйласа илни савăнтарать. Ансамбле çÿрекенсем те çак хыпара хапăлласах йышăнчĕç. «Культура» телеканал пултарулăх ушкăнне сăра вĕретнине кăтартса патăмăр. Проект продюсерĕ Пьер Кристиан Броше авалхи йăла-йĕркене паян та тытса пынинчен, ăна упраса хăварма пултарнинчен тĕлĕннине пытармарĕ. Хăйĕн тăванĕсене те чăвашсен мелĕпе сăра тума вĕрентетĕпех терĕ вăл. Ара, сăра туни чăвашсемшĕн чăн-чăн çутă уяв пулнă вĕт. Сăрана чаплă та пысăк уявсем валли çеç хатĕрленĕ. Акă мĕншĕн чăваш сăри — чи ырри! Йăла-йĕркепе паллаштарнипе пĕрлех эпир хăнасене юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Униççе аппа (Анисия Владимирова) çулĕсене пăхмасăрах сĕрме купăс сассипе ĕлĕкхи чăваш ташшине ташларĕ. Хăнасем унăн пултарулăхĕпе киленчĕç, çав тери маттур, вашават пулнишĕн тĕлĕнчĕç, — тет Владимир Павлов ансамбль ертÿçи.

Хăнасем Чăваш Енре чăннипех те мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркене асра тытнине, ăна ăруран-ăрăва вĕрентсе пынине пысăк хак панă. Ентешсене вара «Культура» телеканалпа декабрь уйăхĕнче курма пулать.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика