Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçĕ савăнтарсан та хакĕ йÿнĕ

18 сентября 2013 г.

Сентябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче 8594 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă, кĕр тыррисене акса хăварма 4288 гектар çĕр хатĕрленĕ. Паянхи чи пысăк ĕç вăл — çĕр улмине вăхăтра, пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕртесси. Хальлĕхе 318 гектар çинчен çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ, вăрлăх хатĕрленĕ, сутлăха янă. Унăн хакĕ ял ĕçченĕсене савăнтармасть, пĕр килограмне вăтамран 6—8 тенкĕпе çеç сутаççĕ.

Пур хуçалăхра та хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Уйсенче çĕр улми пуçтаракан комбайнсен шăв-шавĕ тăрать. Чылай хуçалăхра ăна трактор кăларнă хыççăн ĕçченсем пухса сеткăсене тултараççĕ, тиеççĕ. «Урожай» колхозра вара «иккĕмĕш çăкăра» ятарлă комбайн кăларать, хăех автомашина çине тиет.

— Хуçалăхра кун йышши икĕ комбайн. Ĕçе самаях çăмăллатать, çĕр улми те таса. Пухса илнĕ тухăçа склада пушататпăр та ăна ĕçченсем суйлаççĕ: вăрлăха, вĕттине, сутлăха. Вăтам тухăç кашни гектартан — 200 центнер, — тет тĕп агроном Василий Денисов.

С.Смирнов тракторист çĕр улми кăларнă çĕрте тăрăшать, комбайн мĕнле ĕçленине С.Константинов, В.Кошкин ĕçченсем пăхса, сăнаса тăраççĕ. Э.Камальтдиновпа Т.Сайхуллов водительсем ГАЗ-53 автомашинăсемпе «иккĕмĕш çăкăра» склада турттараççĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика