Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пырсан ÿсĕм пулатех

17 августа 2013 г.

Пур ĕçе те пĕлсе, вăхăтра пурнăçланăран «Урожай» колхоз районта çеç мар, республикăра та малтисен йышĕнче. Çакна цифрăсемпе фактсем çирĕплетеççĕ. Сăмахран, кăçал хуçалăхра «Гунтер» сортлă сĕлле кашни гектартан вăтамран 38-шар центнер пухса кĕртнĕ. Урпа та тухăçпа савăнтарнă, хуçалăхри 7-мĕш хирте ăна кашни гектартан 42-шер центнер илнĕ.

— Кăçалхи çанталăк условийĕсемпе тухăçлă тыр-пул пуçтарса кĕртсен, паллах, савăнмалла. Малтан шăрăх тăчĕ, кайран, вырмана тухма вăхăт çитсен, çумăр çума пуçларĕ. Апла пулин те вырмана çитес кунсенче вĕçлес тесе тăрăшатпăр. Ĕçченсем пит маттур. Кăçал хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1170 гектар çинче çитĕнтернĕ. Августăн 16-мĕшĕ тĕлне 820 гектар çинчен пурĕ 2296 тонна тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан — 28 центнер, — тет кăтартусемпе паллаштарса тĕп агроном Василий Федорович Денисов.

Василий Федорович хуçалăхра ăçти хирте мĕн тата хăçан лартса çитĕнтермеллине пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлет. Агроном 22 çулта чухне колхозра ĕçлеме пикеннĕ те, унтанпа хуçалăхран кайман. Алексей Никифорович Ершов председательпе вĕсем пĕр-пĕринпе канашламасăр, сÿтсе явмасăр пĕр ĕçе те пуçăнмаççĕ. Кунта çанталăк условийĕсене, çĕр пахалăхне шута илни вырăнлă. Акă, хăш-пĕр хирсенче улăма вĕтетсех хăвараççĕ, хăшĕнче ăна çийĕнчех пуçтарса пырса урана хываççĕ. Кунта виçĕ тракторпа ĕçлеççĕ: иккĕшĕ улăм сĕтĕреççĕ, тепри ăна урана пуçтарать. Анатолий Ложков, Николай Никифоров, Николай Голубев механизаторсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăрăшнăран ÿсĕмĕ те пур. Уй-хирте улăм урисем тирпейлĕн курăнаççĕ.

— «Урожай» колхозăн чи маттур та ĕçчен тракторисчĕсем — çаксем. Вĕсем виççĕшĕ те хуçалăхра чылай çул тăрăшаççĕ, — терĕ агроном ĕçченсене мухтаса.

Комбайнерсем ĕçре тăрăшуллă пулнăран вырма ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Акă, кăçал Владимир Мунтайкинпа Александр Тарасов «Дон-1500» «уй-хир карапĕпе» 8736 центнер тырă тĕшĕленĕ. Геннадий Шакмаковпа Анатолий Коновалов — 8257 тонна, Вячеслав Гавриловпа Сергей Гаврилов 5968 тонна тырă çапса илнĕ. Т.Сейфуллов, А.Каторгин, Э.Камальтдинов ГАЗ-53 тата ЗИЛ-130 автомашинăсемпе тырра хиртен йĕтеме турттараççĕ.

Хуçалăхри йĕтемре 3 бригада ĕçлет. Кунсерен вĕсем 120—140-шер тонна тырă алласа пÿлмесене кĕртеççĕ, акма элита вăрлăх хатĕрлеççĕ. Йĕтемри агрегатсене А.Никифоров, Н.Седюков, Н.Чернов, В.Долгов пăхса тăраççĕ, юсаççĕ. Тырра алласа сортлакан ĕçченсем те тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур тенĕрен, хуçалăхра кĕрхи культурăсене акма 200 гектар çĕр хатĕрленĕ. 345 гектар çинче çĕртме тунă. И.Аюков, В.Комаров, А.Кондратьев, Н.Пыркин, Г.Долгов механизаторсем çак ĕçре маттур.

Ахальтен мар «Урожай» колхоз — «Агро-100» клуб членĕ. Вĕсем 2012 çулта тăрăшуллă та тупăшлă ĕçленĕрен çак йыша кĕрсе, республикăра 11-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма 550 тонна утă, 4000 пин тонна яхăн сенаж хатĕрленĕ.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика