Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Урожай» колхоз – чи лайăх страхлакан

06 июля 2013 г.

Нумаях пулмасть регионсем хушшинчи «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» ХХ куравра пирĕн районти «Урожай» колхоз председательне А.Н.Ершова РФ Пенси фончĕн правленийĕн председателĕ Антон Дроздов алă пуснă дипломпа чысланă. «Урожай» колхоз 2012 çулхи кăтартусем тăрăх «100 — 500 ĕçлекенлĕ чи лайăх страхлакан» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх страхлакан» конкурс 4-мĕш хут иртет. Унăн тĕллевĕ — ĕç паракансене социаллă яваплăх çинчен аса илтересси. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне çак енсене шута илеççĕ: медицина тата пенси страхлавĕ валли укçа-тенке вăхăтра тата туллин куçарни, çĕнĕ йышши электрон технологийĕсемпе усă курса хатĕрленĕ отчетсене тăратни, патшалăх пенси софинансированийĕн программине хутшăнакан сотрудниксене пулăшу кÿни. Çак условисене республикăри чылай организаци тивĕçтерет. Вĕсенчен 16-шĕ кăçал çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.

Уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Пенси фончĕн павильонĕ çине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Çавăн пекех вăл куравра паллаштарнă çивĕч ыйтусемпе, аслă ăру çыннисем тата ĕçлекен граждансем пенси фончĕн информаци базипе паллашма пултарнипе интересленнĕ. М.Игнатьев пенси фондĕнче тăрăшакансем хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пынине палăртнă.

РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика