Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш пиллĕ ĕçченсен – уяв

08 июня 2013 г.

Июнĕн 8-мĕшĕнче социаллă тытăмра тăрăшакансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Ку йывăрлăха лекнĕ çынсен шăпине çăмăллатма тăрăшакансен, вĕсене ырă тума васкакансен, хăйсен чун ăшшине ыттисемшĕн хĕрхенменнисен, ырă кăмăллăх парнелекенсен праçникĕ.

Социаллă службăн тĕп пуянлăхĕ — унта тăрăшакан маттурсем. Асăннă тытăмра ĕçлемешкĕн çăмăл мар, ют çыннăн чун ыратăвне тепри ăнланмасан та, туймасан та пултарать. Шăпах çакăнта тăрăшакансем вара кашнин шăпине чун патне илеççĕ, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва татса параççĕ.

Шурутри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра ял хуçалăхĕнче хастар ĕçленисем, тăлăх арăмсем, тыл ĕçченĕсем, сусăрсемпе ватăсем хÿтлĕх тупнă. Валентина Карповна Уткина ертсе пыракан коллектив вĕсен шăпине çăмăллатассишĕн нумай тăрăшать. Вăл уйрăма 2009 çултанпа ертсе пырать. Валентина Карповна çак специальноçа чăннипех те чун ыйтнипе, туртăмпа суйласа илнине пытармасть. «Малтан фармацевта вĕрентĕм, пĕр хушă ĕçлерĕм те. Каярах вара патшалăх социаллă университетĕнче пĕлĕве ÿстертĕм. Ĕçе чунтан юрататăп», — тет хĕрарăм.

Администраци пуçарнипе юлашки вăхăтра учрежденин пурлăхпа техника никĕсне чылай пуянлатнă тата çынсене йăлара кирлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ. Кулленех усă куракан тĕрлĕ аппаратура туяннă. Пĕр сăмахпа каласан, ватăсем яланах хÿтлĕхре, хăйсене килти пек туяççĕ. Кăмăл пулсассăн мунча кĕме, телевизор курма, радио итлеме, кĕнеке вулама май пур.

Уйрăмра чăннипех те хăтлă: пÿлĕмсенче çутă та таса, апат тулăх, рационта пулă, аш-какай, пахча çимĕç, улма-çырла çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кирлĕ чухлех.

Аслă ăрури çынсемпе сусăрсем хăйсем те пултарнă таран кунти пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Культура мероприятийĕсене уйрăмах кăмăллаççĕ, уявсене хутшăнаççĕ. Тăтăшах шкул ачисем те концертсемпе савăнтараççĕ.

— Паянхи куна уйрăмра 10 çын пурăнать. Вĕсем ÿпкелешнине илтмен, яланах кăмăллă. Кунта чылай çул тăрăшакан ĕçченсен О.В.Никитинан, А.Н.Голубеван, А.Н.Иванован тÿпи те çук мар. Вĕсем ватăсемпе яланах ăшă кăмăлпа шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, пулăшаççĕ», — тет Валентина Карповна.

Ертÿçĕ чăннипех те тăрăшуллă, маттур, ĕçчен пулнине ĕçри ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем кашни çулах республикăра иртекен «Чи лайăх уйрăм. Хăтлă çурт» конкурса хутшăнаççĕ. Пĕрре кăна мар малти вырăнсене те йышăннă. Валентина Карповнăна ĕçри тăрăшулăхшăн, ватăсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн РФ Социаллă хÿтлĕх тата ĕç министерствин, Чăваш Республикин социаллă, демографи политикин тата ĕç министерствин, район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Ватăсем вăхăта усăллă ирттерччĕр, кичем ан пултăр тесе уйрăмра «Вăрăм ĕмĕр», «Шанчăк» клубсем пур. Ватăсем сĕтел çинче тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, велотренажерпа ярăнаççĕ. «Ăстаçă» кружока та вĕсем хаваспах çÿреççĕ. Алă ĕçĕ те тăваççĕ кунта пурăнакансем, чăлха-нуски çыхаççĕ.

Сусăрсене тата хăйсем тĕллĕн пурăнайман çынсене санитарипе гигиена хатĕрĕсемпе, тум тирсемпе, атă пушмакпа, вĕри апатпа тивĕçтересси уйрăмра тăрăшакансен тивĕçĕ. Вĕсем çакна чунпа пурнăçлаççĕ, ырă тума васкаççĕ. Ку вара чăннипех те сăваплă.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика