18 мая 2013 г.
«Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ Сергей Кузьмин. Кунта 1997 çултанпах тимлет. Малтан чылай çул бригадирта тăрăшнă, каярахпа вара ăна тĕп агроном тилхепине шаннă.
Çак кунсенче «Победăсем» çĕр улми лартса пĕтернĕ. Кăçал вăл 20 гектар йышăнать.
Василий Федоров ял хуçалăхĕнче водительте 1977 çултанпа тăрăшать. «Пысăк опытлă, тăрăшуллă», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Василий Алексеевич техникăна яланах юсавлă тытать. Водитель хĕрÿ тапхăрта иртен пуçласа каçчен вăй хурать, вăр-вар ĕçлесе пĕтĕм çĕре ĕлкĕрме тăрăшать. Хисеплеççĕ ăна ĕçтешĕсем, кÿршĕ-аршă тата ял-йыш.
«Шкулта вĕреннĕ чухнех руль умне ларма ĕмĕтленнĕ. Хама урăх ĕçре курма та пултараймастăп», — тет В.Федоров.
Сергей Николаевич та коллективра пысăк хисепре. Юрă-ташăра та маттурскер, ĕçре те малтисен шутĕнче вăл.
Источник: "Каçал Ен"