Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăра тăни пысăк чыс çеç мар, пысăк яваплăх та

18 мая 2013 г.

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнче тăрăшакансен халĕ хĕрÿ тапхăр — çуркуннехи çар призывĕ пырать. Вăл кăçал июлĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Акă, майăн 14-мĕшĕнче 9 призывник çар тумĕ тăхăнчĕ те, вĕсенчен 5-шĕ — Комсомольски районĕн территорийĕнче çуралса ÿснĕскерсем: Евгений Хамматов (Хирти Мăнтăр), Александр Кузьмин (Кивĕ Сĕнтĕр), Евгений Чебаков (Александровка), Раиль Шамсутдинов (Тутар Шурут) тата Зыльфинас Гибатдинов (Кайнлăк). Вĕсене ăсатма çар комиссариачĕн çурчĕ умне пулас салтаксен çывăх тăванĕсем, ял-йышĕ тата тус-юлташĕсем пухăнчĕç.

Ун хыççăн призывниксене пĕр класа пухса ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов инструктаж пачĕ. «Чăваш ятне çÿлте тытăр. Хĕсметре тăрса çĕр-шыва хÿтĕлесси — кашни ар çыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа та ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла. Каялла пурте тĕрĕс-тĕкел таврăнăр!» —сунчĕ Сергей Юрьевич. Çавăн пекех кĕскен салтак пурнăçĕпе, паянхи çарти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Çара каякансем умĕнче çар комиссариачĕн ĕçченĕ Юрий Венедиктов та сăмах каларĕ. «Кирек мĕнле лару-тăрăва лексен те ан манăр: сире килте кĕтеççĕ. Çавăнпа та çывăх çыннăрсем патне телефонпа шăнкăравлама ан ÿркенĕр. Шанатăп, эпир сирĕнпе мăнаçланăпăр, мухтанăпăр», — терĕ Юрий Владимирович.

Паян салтак атти тăхăннăскерсем пурте тип çĕр çинчи çара лекĕç. Сăмах май, вĕсенчен 6-шĕ Раççей ДОСААФĕн икĕ районти уйрăмĕсенче вĕренсе «В» тата «С» категориллĕ водитель специальноçне алла илнĕ. Сывлăх енчен çирĕп, пурте вăтам пĕлÿллĕ. Мĕнех, ăнăçу сунатпăр яшсене!

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика