08 мая 2013 г.
Йÿç Шăхаль ялĕ талантлă, пултаруллă çынсемпе пуян пулнă, пулĕ те. Пĕрисем бизнесра пысăк утăмсем тунă, теприсем патшалăх службин çÿлти картлашки çине пуснă, виççĕмĕшĕсем вара — юрă-ташăра сатур.
Йÿçшăхальсем чăннипех юрра-ташша ăста иккенне ма-йăн 5-мĕшĕнче ял сцени çинче тепре курса ĕненме пулчĕ. Вырăс тата чăваш халăх юррисем — шÿтлисем, хурлăхлисем, савăнăçлисем — юхрĕç те юхрĕç залра, илемлĕ кĕвĕ-çемĕ чун-чĕрене тыткăнларĕ.
Вĕсем хăйсен концертне Мăнкун уявне тата фольклор ушкăнне кĕвĕ аппаратури туянма пулăшнă çынсене халалларĕç.
«Кайрăмăр эпир çурхи вăрмана, çеçпĕл çеçки чечеке ларнă пуль тесе. Килтĕмĕр паян кунта хăнана, ял-йыш, сире чунтан хисеплесе!» — пуçларĕç концерта ертсе пыракансем.
Программăна юрăçсем «Ай-хай, улма йывăççи» юрăпа уçрĕç. Икĕ сехете яхăн пынă концертра артистсем 25 номерпе залра ларакансене паллаштарчĕç. Куракансем умне тухса Зинаида Федорова, Луиза Носкова, Валентина Ефремова, Лариса Алексеева, Светлана Мунтайкина, Светлана Шагарова, Раиса Кондратьева, Галина Данилова, Мария Всеволодова, Тамара Казакова, Валентина Алексеева, Елена Дюкина, Сергей Данилов, Сергей Кузьмин тата ыттисем те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Художество руководителĕ Анатолий Алексеев та юрă-ташăра ăсталăхĕпе палăрчĕ.
Çавăн пекех «Шăхальсемпе» пĕрремĕш класра пĕлÿ пухакан Настя Носковăпа Маша Ефремова, Викăпа Вероника Ефремовасем пултарулăхне кăтартрĕç, куракансем вĕсене нумайччен алă çупса тав турĕç.
«Юрăçсем хуларисенчен пĕрре те кая мар. Сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытаççĕ. Маттур!» — хакларĕç юлашкинчен вĕсем, культорганизатора Людмила Козловăна ăнăçу сунчĕç.
Концерт хыççăн тĕп хуламăрта пурăнакан Надежда Филиппова ялти клубра юсав ĕçĕсене халăх вăйĕпе пурнăçласси çинчен сăмах хускатрĕ. «Çуралса ÿснĕ тăван кĕтесĕн культура вучахне сÿнме парар мар. Май килнĕ таран кар! тăрса паянах клуб сăн-сăпатне улăштарас тĕллевпе юсав ĕçĕсене пурнăçлама пикенер», — чĕнсе каларĕ Надежда Ильинична, укçа-тенкĕпе спонсорла пулăшу парса.
Çапла, паянхи кун Йÿçшăхальсем тăван халăхăн культурине, йăли-йĕркине аталантарас, çуралса ÿснĕ кĕтесĕмĕре хаклама вĕрентес, канăва усăллă йĕркелес тесе çанă тавăрса ĕçлеççĕ.
«Шăхаль» фольклор ушкăнне йĕркелесе янăранпа 19-мĕш концерт патăмăр. Çитес кунсенче республикăри районсенчи пур Шăхаль ялĕсене çитсе халăха хамăр ăсталăха кăтартма палăртрăмăр», — терĕ Людмила Степановна.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"