Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕç

20 апреля 2013 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче «Урожай» колхозра тракторсемпе прицепсен техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Ку хуçалăхра машинăпа трактор паркне вăхăтра юсаса, çĕнетсе тăрасси, çур аки валли техникăна 100 проценчĕпех хатĕрлесе çитересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та 19 тракторпа 11 прицепран пурте тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕç.

Кустăрмаллă тракторсемпе çÿрекен В.В.Мунтайкин, С.Г. Смирнов, Н.Н.Никифоров, гусеницăллă тракторсемпе ĕçлекен Г.А.Шакмаков, Н.Г.Пыркин, В.Н.Комаров хăйсен «тимĕр учĕсене» яланах тирпейлĕ тытаççĕ, кашни çулах вĕсене йĕркене кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Колхозра 1984 çултанпа усă куракан Т-150 К трактор та пур. Унпа паянхи кун И.М.Аюков ĕçлет. Механизатор хăйĕн профессине юратни тÿрех палăрать. Вăл çÿрекен техника яланах юсавлă пулни те çакна çирĕплетет. Акакан, сухалакан агрегатсене хатĕрленĕ çĕрте Н.А.Седюковпа А.А.Никифоров тăрăшаççĕ. Хуçалăхра кашни трактор валли уйрăм гараж пур. Юсав мастерскойĕнче те «Урожайсен» яланах таса та тирпейлĕ.

Кăçал хуçалăх 2,2 миллион тенкĕпе кустăрмаллă ХТЗ-150к-09 трактор тата 440 пин тенкĕпе çурма прицеплă КПК-8.6 культиватор туяннă. «Урожайра» çур акине ирттерме çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Çав кунах «Победа» ЯХПКра та тĕрĕслев иртрĕ, унта та техника юсавлă, хире тухма хатĕр пулнине кăтартса пачĕ. Çапах та хуçалăхра пĕр йывăрлăх пур — механизаторсем çитменни. Çур аки пуçланиччен çак ыйтăва татса пама май килсен аван пулмалла.

С.КОКАРЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика