Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе чăннипех тивĕçлĕ

19 сентября 2012 г.

Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан София Петровна Павлова сентябрĕн 17-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна Россия Президенчĕ Владимир Путин ятран саламлă çыру янă. Педагогика ĕçĕн ветеранне саламлама çав кун Комсомольски район администраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина тата Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Татьяна Козлова çитрĕç, ăшă сăмахсем каласа асăнмалăх парнесем пачĕç. Çакăн пек чыс-сума София Петровна чăннипех те тивĕçлĕ ĕнтĕ. Вăл Канаш районне кĕрекен Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература учителĕсене хатĕрлекен 10 уйăхлăх курсне пĕтернĕ хĕр Йÿç Шăхалĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пикеннĕ. 1942—1945 çулсенче директорта, 1945—1954 çулсенче асăннă шкулта завучра тăрăшнă. Аслă пĕлÿ илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ — 40 çул.

Мăшăрĕпе, Григорий Федоровичпа, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсене лайăх воспитани, анлă пĕлÿ панă, ĕçе хăнăхтарнă. Халь хисеплĕ ватăсен ултă мăнук, мăнукĕсен икĕ ачи пур. Павловсен çемйине районта сăпайлăхĕшĕн, пĕтĕм çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнишĕн, ырă та уçă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. София Петровнăпа Григорий Федорович — ял çыннисемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ çемье. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика