Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футбол турнирĕ иртнĕ

16 июня 2012 г.

Нумаях пулмасть Йÿç Шăхалĕнчи шкул площадкинче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Ăна сарăмсăр вилнĕ Артем Лукиянова асăнса йĕркеленĕ. Сăмах май, пурăннă вăхăтра вăл футбол вăййине уйрăмах кăмăлланă.

Турнира 6 команда хутшăннă. Спортсменсем Чулхуларан, Мари Эл Республикинчи Волжск хулинчен, Вăрмар районĕнчен, Шупашкартан килсе çитнĕ. Йÿçшăхальсем хăйсем те команда тăратнă.

Турнира ирттерме йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн йышне В.Скворцов, А.Алексеев, Г.Краснов тата П.Терентьев кĕнĕ.

Вăйăсем пуçланас умĕн спорт ветеранĕ Г.Краснов пуçтарăннисене, килнĕ хăнасене саламланă, А.Лукиянов çинчен кĕскен каласа панă.

Турнир хĕрÿ иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна — Волжск спортсменĕсем, иккĕмĕш вырăна — Шупашкарсем, виççĕмĕш вырăна Йÿçшăхальсем тухнă.

Вăйăсем вĕçленсен спортсменсене вĕри чейпе хăналанă. А.Лукияновăн амăшĕпе ашшĕ Светлана Ильничнăпа Валерий Иванович пуçтарăннисене тав сăмахĕ каланă, çак турнира йăлана кĕртме ыйтнă. Командăсем çитес çул та килме шантарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика