Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли — хуçалăх çирĕп пулни

15 февраля 2012 г.

Нарăсăн 10-мĕшĕнче «Урожай» колхозра отчетпа суйлав пухăвĕ пулнă. Ун ĕçне Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков хутшăннă.

Предприятин çулталăкри ĕçĕ-хĕлĕпе хуçалăх специалисчĕсем, ревизи комиссийĕн председателĕ Николай Гаврилов тĕплĕн паллаштарнă. 2011 çулта «Урожай» колхоз 7 млн та 336 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Баланс тупăшĕ те 2010 çулхинчен самай пысăкрах. Ял çыннишĕн вара чи кирли — ĕç вырăнĕ пулни тата тивĕçлĕ шалу тÿлени. Колхозри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 10735 тенкĕ пулнă (танлаштарма: 2010 çулта – 8893 тенкĕ, 2009 çулта – 8344 тенкĕ). Çак пухура коллективлă килĕшÿ те йышăннă.

Пĕр саслă пулса ял ĕçченĕсем колхоз председательне çĕнĕрен Алексей Ершовах суйланă. «Пĕтĕмпех хамăрăн тирпейлĕхрен килет. Хуçалăх пурлăхне упраса хăварасси, ăна ÿстерсе пырасси малашне те пирĕн тĕп тĕллев пулмалла», — тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Алексей Никифорович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков «Урожай» колхоз ура çинче çирĕп тăнине, çулран-çул аталанса пынине палăртнă. «Тăрăшса ĕçлесен çитĕнÿсем татах та пулĕç», — палăртнă Геннадий Федорович.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика