Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп ыйтакан ертÿçĕпе ĕçлеме кăмăллă

10 декабря 2011 г.

«Урожай» колхоз пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, пахча çимĕç çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе аталанать. Хуçалăх ертÿçи Алексей Ершов кăçалхи кăтартусемпе кăмăллă. Урăхла май та çук. Пĕтĕм отрасльпе тенĕ пекех колхоз малти вырăнсенче.

«Урожай» колхоз паянхи кун мăйракаллă шултра выльăх 498 пуç тытать. 216-шĕ — сăвакан ĕне. Сăвăм та аван шурутсен. Паянхи кун кашни ĕнерен вăтамран 11 килограмм ытла сĕт суса илеççĕ.

Çирĕм çул ытла сĕт-çу фермин заведующин тилхепине Л.Немцева тытса пырать. Кирек мĕнле çанталăкра та, ир-ирех е çĕрле-и — такăрлатнă сукмакпа ĕçе васкать.

Лидия Немцева Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шурут вăтам шкулне пĕтерсен Лида Патăрьелĕнчи професси паракан училищĕне вĕренме кĕрет, алла ветеринар дипломне илет. Ун хыççăн Вăрнарти ветеринари техникумĕнче пĕлĕвне ÿстерет. Çамрăк специалист тăван тăрăхра ветеринари участокĕнче ĕçлеме пикенет. Колхозра лаборанткăра тăрăшать. Тăрăшуллă хĕрарăм каярахпа сĕт-çу фермин заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать.

«Паллах, çăмăл мар ертÿçĕ ĕçĕ. Выльăх-чĕрлĕх пирки шутласа çывăрса каятăп, куçа уçсан та шухăш вĕсем çинченех. Малтанхипе танлаштарсан ĕç калăпăшĕ те ÿсрĕ. Сăмахран, эпĕ ĕçлеме пикеннĕ вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 200 пуçран кăна иртетчĕ. Халĕ вара вĕсен шучĕ икĕ хут пысăкрах»,— терĕ Лидия Леонтьевна.

Куллен фермăна 23 çын ĕçе утать. Икĕ сменăпа ĕçлеççĕ кунта. Чылай çул тăрăшакансене ырăпа асăнчĕ ферма заведующийĕ. Вĕсем: Галина Еремеева дояркăпа Геннадий Ложков скотник. Кÿршĕ ялсенчен те килеççĕ иккен ĕçе. Галина Витальевна, тĕслĕхрен, Йÿç Шăхалĕнчен 20 çул ытла ирĕн-каçăн ĕçе утать.

Ферма территорийĕ тăрăх çÿренĕ май тата тепĕр çынпа паллашрăм: Михаил Красильников рабочи дробилкăпа çĕр улмине вĕтетсе выльăх валли апат хатĕрлетчĕ. «Кунсерен выльăх-чĕрлĕхе 4-шар тонна ытла сенаж, 2-шер тонна ытла çĕр улми, утă-улăм тата ытти апат паратпăр»,— пĕлтерчĕ Л.Немцева.

Фермăра чылай хатĕре çĕнетсех тăраççĕ. Акă нумаях пулмасть кăна унта ĕнесене шыв ĕçтермелли (поилка) илсе лартнă. Çакă ферма ĕçченĕсене самаях пулăшу кÿрет.

Çамрăк пăрусем тытакан пÿлĕмсене те кĕрсе куртăм. Кунта пуçаруллă, хастар ĕçченсем Елена Казакова, Валентина Красильникова, Елена Ишуткина тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлаççĕ. Владимир Васильевпа Геннадий Волков хуралçăсене ферма заведующийĕ мухтарĕ.

«Коллектив туслă. Çамрăксене эпир яланах сĕнÿ-канашпа пулăшатпăр. Урăхла май та çук. Коллектив вăл — çемье пекех. Пĕрне начар пулсан пурне те начар. Пирĕн председатель хăйĕнчен те, ыттисенчен те ĕçе юратма, дисциплинăна пăхăнма ыйтать. Ун пек ертÿçĕпе ĕçлеме те кăмăллă»,— терĕ Лидия Немцева.

Лидия Леонтьевнăна чылай çул çак ĕçре тăрăшма мăшăрĕ ăнланни пулăшать. Сăмах май, Николай Егорович чылай çул Комсомольскинчи ветеринари участокĕнче ĕçлет. Виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ Немцевсем.

Паллах, ял ĕçченне чăрмантаракан пулăмсем çук мар. Çапах та мал шухăшлисем вĕсене парăнтараççех, палăртнă тĕллевсем патне илсе пыракан çула кĕскетеççех. «Урожайсем» те çаплах.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика