Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ

28 сентября 2011 г.

Мĕн чухлĕ çĕр нумайрах, çавăн пек ĕçĕ те чылай. «Урожай» колхоз — районти чи пысăк хуçалăх. Уй-хирте акакан, лартакан культурăсен лаптăкĕ те пысăк. Çулсеренех лайăх тухăç илеççĕ. Тыр-пула пуçтарса илнĕ хыççăнах вĕсем кĕрхи çĕртме тума пуçланă. 1200 гектар çинче çак ĕçе пурнăçлама палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне 800 гектар ытла сухаланă. Çанталăк çумăрлă пулнă пирки ку ĕç вăхăтлăха чарăнса тăнă.

«Урожай» колхозăн тĕп агрономĕ Василий Денисов кĕрхи çĕртме тунă çĕрте хастар ĕçленĕ Валерий Комаров, Геннадий Долгов, Александр Тарасов, Алексей Кондратьев, Илья Аюков, Николай Маков механизаторсем пирки ырласа каласа пачĕ. «Опытлă, хăйсен ĕçне пĕлсе, пахалăхлă пурнăçлакан трактористсем вĕсем. Çулсеренех ака-суха ĕçне хутшăнаççĕ»,— терĕ Василий Федорович сăмахне вĕçлесе. «Урожай» колхоз иртнĕ çул темĕнле йывăр пулнă пулсан та выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ утă-улăм, сенаж хатĕрлесе хăварнă. Районти ытти хуçалăхсем пек ют çĕре кивçене кайман. Кăçал та çаплах пулĕ. Çителĕклĕ таран выльăх апачĕ пур, тыр-пул та аван çитĕннĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика